Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

усӑ the word is in our database.
усӑ (тĕпĕ: усӑ) more information about the word form can be found here.
Культура ҫурчӗн ертӳҫи Юлия Федорова хӑй те тӗрлесе (каҫхине ҫутатакан фосфор ҫипсемпе те усӑ курать) ҫамрӑксен тематикипе ҫыхӑннӑ еплерех картинӑсем тунине курасчӗ сирӗн.

Help to translate

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

• Ҫак меслетпе усӑ куракансем те пур.

Help to translate

Ҫӑмарта хуппи хaйпaнмасть-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№

Вӑл ҫакӑнпа усӑ курнӑ ҫеҫ.

Он этим лишь воспользовался.

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫав ҫулта мӑшӑр ҫамрӑк ҫемьесене пулӑшакан патшалӑх программипе усӑ курса 200 пин тенке яхӑн укҫа илнӗ.

Help to translate

Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Юрать, дизель пур, ҫавӑнпа усӑ курса ӗҫе малалла тӑснӑ.

Help to translate

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Апла пулин те планшетпа усӑ курса электрон мелпе хатӗрленӗ документсене шутлама ҫӑмӑлрах та, хӑвӑртрах та.

Help to translate

Ҫыравҫӑсене планшетпа тивӗҫтереҫҫӗ // Н.ВОРОНОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Вӑл «Услар» псевдонимпа анлӑн усӑ курнӑ.

Help to translate

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Марафон вӑхӑтӗнче пухнӑ укҫа-тенкӗпе мӗнле усӑ курнипе уҫҫӑн паллаштарӗҫ, унӑн пулӑшӑвне нумай ача туйса илӗ.

Help to translate

«Ыркӑмӑллӑх» ят ырӑ сӑмахран пуҫланать // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Ҫавӑнпа апатра шӗлепки уҫӑлман е уҫӑлнӑ, анчах шӗлепкин аял енче тӗксӗм хӑмӑр чӗлкемсем ҫук ҫерем кӑмпипе кӑна усӑ курмалла.

Help to translate

Лавккара сутакан ҫерем кӑмпи // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Типӗ кӑмпапа хырӑмлӑх язви тата гепатит аптратсан усӑ кураҫҫӗ.

Help to translate

Лавккара сутакан ҫерем кӑмпи // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

• Апатра ҫерем кӑмпипе усӑ курсан инфаркт хӑрушлӑхне чакарма тата атеросклероз аталанӑвӗнчен сыхланма пулать.

Help to translate

Лавккара сутакан ҫерем кӑмпи // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Хулӑн пыршӑри полипсенчен хӑтӑлма фитотерапевтсем килти сиплевре эмел курӑкӗсемпе усӑ курма сӗнеҫҫӗ.

Help to translate

Ӳсентӑран витӗмлӗрех // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Усӑ курас умӗн силлемелле.

Перед применением встряхнуть.

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Сиплевре ҫак мелсемпе усӑ курма пулать.

Help to translate

Ӑшӑ тапхӑрта вӗрӗлеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Лаврентьев, Алексеева тата Скворцова тӳлев илнӗ чух служба вырӑнӗпе усӑ курса тата ушкӑнпа каварлашса пысӑк виҫепе улталанӑшӑн айӑплине ҫирӗплетнӗ, амнистие пӑрахӑҫланӑ.

Help to translate

«Алза» ертӳҫисене айӑпланӑ // Н.ДМИТРИЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Аса илтерер: пӗлтӗрхи раштавӑн 8-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ асӑннӑ ҫынсене тӳлев илнӗ чух служба вырӑнӗпе усӑ курса пысӑк виҫепе улталанӑшӑн айӑпланӑччӗ.

Help to translate

«Алза» ертӳҫисене айӑпланӑ // Н.ДМИТРИЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Паллах, маршрутсем шкул ачисене чӑннипех кӑсӑклантарччӑр тесен вӗсем содержанипе те пуян пулма тивӗҫ, куҫа тата чуна илӗртекен вак-тӗвекпе хӑюллӑнах усӑ курмалла.

Help to translate

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Крым Республикин конституцине хатӗрленӗ чухне Чӑваш Республикин тӗп законӗпе те усӑ курнӑ.

Help to translate

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Тепӗр тесен, килте усӑ куракан газпа ҫеҫ мар, ҫутӑпа та асӑрхануллӑ пулмалла.

Help to translate

Асӑрханулӑхпа тимлӗх кирлех // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ачасен ятне, хушаматне, миҫемӗш класра вӗреннине, сӑнӳкерчӗкне Интернетри уҫлӑха кӑларни ку информаципе нумай ҫын усӑ курма пултарасса палӑртать.

Help to translate

Ача ятне те палӑртма юрамасть // Людмила БУСОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed