Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайрӗҫ (тĕпĕ: кай) more information about the word form can be found here.
Вӑл, хӑрах аллине кивӗ пиншак ӑшне чиксе, теприне — пӳрни ҫине ҫыпӑҫнӑ пылчӑка уйӑрса пӑрахас тенӗ пек сулкаласа, урам варрипе сиделец умӗнчен утса пычӗ; ыттисем ҫатан карта ҫумӗнчи, хӗвел ҫутипе пӑч-пӑч тӗрленсе выртакан сукмакпа кайрӗҫ.

Шел он впереди сидельца, посредине улицы, заложив руку за борт старенького пиджака; другой помахивал, словно отряхивая прилипшую к пальцам грязь; остальные шли вдоль плетней по стежке, испещренной солнечными крапинами.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Штокмана правление илсе кайрӗҫ.

Штокмана повели в правление.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Следователь, ун хыҫӗнчен писарь вӑл пӳлӗме кӗрсе кайрӗҫ.

Следователь, за ним писарь прошли туда.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шӑп ҫак самантра хутора пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне ҫитичченех хумхантарса пӑрахнӑ ӗҫ сиксе тухрӗ: становой приставпа следователь тата халиччен курман тум тӑхӑннӑ тепӗр хура шӑллӑ лутра офицер килчӗҫ; чӗнтерчӗҫ атамана, понятойсене чӗнсе килчӗҫ, унтан тӳрех чапрас Лукешка патне тухса кайрӗҫ.

А тут приспел случай, колыхнувший хутор от края до другого: приехал становой пристав со следователем и с чернозубым мозглявеньким офицером в форме, досель невиданной; вытребовали атамана, согнали понятых и прямиком направились к Лукешке-косой.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Офицерсем Григорий лаша виткӗчи ҫине хӑйӗн казак хатӗрӗсене сарса хунӑ вырӑн ҫумӗпе иртсе кайрӗҫ, ахӑлтатса кулса янӑ офицерсен сасси хушшинче артиллерист — подъесаулӑн юлашки сӑмахӗсене Григорий аран кӑна илтсе юлчӗ:

Офицеры шли мимо, удаляясь от места, где Григорий раскладывал на попоне свою казацкую справу, и он, за ветром, с трудом расслышал покрытые смехом офицеров последние слова артиллериста-подъесаула:

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Площадь тӑрӑх офицерсем каллӗ-маллӗ кумса ҫӳреме пуҫларӗҫ; шинель аркисене ваштӑртаттарса, ветеринари тухтӑрӗпе номер (лашана виҫмелли) тытнӑ фельдшер иртсе кайрӗҫ.

По площади засновали офицеры; развевая полами шинелей, прошли ветеринарный врач и фельдшер с кономером.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр кун хушшинче ҫитмӗл ҫухрӑма яхӑн кайрӗҫ.

За день сделали верст семьдесят.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Учӗсене уттарса кайрӗҫ.

Поехали шагом.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья ҫывӑрса кайма пикенчӗ, анчах та унӑн ыйхине, утӑ валемне ҫил вӗҫтерсе кайнӑ пек, пуҫри шухӑшсем вӗҫтерсе кайрӗҫ.

Аксинья пробовала уснуть, но мысли разметывали сон, как ветер копну сена.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсем, ура сассисем кӑчӑртатнине илтсе, хӑравҫӑллӑн кӗпӗрленсе ҫӗкленчӗҫ те, кӑвакӑн-симӗсӗн курӑнакан ҫунатсене лапӑстаттарса, пӳрт ҫийӗпе ҫаврӑнса, хӗвеланӑҫнелле, чиркӳ патне вӗҫсе кайрӗҫ.

Они слетели, вспугнутые скрипом шагов, покружились над домом сизыми хлопьями и полетели на запад, к церкви.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лашине илме Сашка мучипе пӗрле кайрӗҫ, лайӑх лашах тупса килӗштерчӗҫ: ултӑ ҫулта, турӑ, усӑк купарчаллӑ.

Покупать ходил с дедом Сашкой, сторговали коня подходящего: шестилеток, масти гнедой, вислозадый.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кунӑн кӗрӗшсе килнӗ тӑватӑ рабочи тата Григорий урпа ҫулма тухса кайрӗҫ.

Четверо пришлых рабочих, нанявшихся поденно, и Григорий выехали косить.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Казаксем кайрӗҫ.

Казаки ушли.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий аллинчен йӑплак тевӗш чӗнӗсем темиҫе хутчен вӗҫерӗне-вӗҫерӗне кайрӗҫ.

Несколько раз упускал Григорий ослизлые ремни поводьев.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лашасем малтан чӗркуҫҫи таран, унтан тӳрех кӑкӑр таран шыва анса кайрӗҫ.

Лошадям сначала по колено, потом сразу по грудь.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лашисем, шӑршлакаласа, хартлатса, шыв ҫинелле кутӑнлашкаласа, кӗрсе кайрӗҫ.

Лошади, храпя и нюхая воду, пошли нехотя.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья пурлӑхне илме Митькӑпа Гетька кайрӗҫ.

За Натальиным имуществом поехали Митька с Гетьком.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мамак тутӑр айӗнчен ҫӳҫ пайӑркисем тухса кайрӗҫ, Аксинйӑн питне-куҫне кӑтӑклама пуҫларӗҫ.

Из-под пухового платка выбились пряди волос, щекотали щеки.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий ун ҫине айӑккинчен пӑхса илчӗ, пӑхса илчӗ те, ун куҫне, нимрен малтан, кукӑрӑлса ларнӑ ҫӳхе сӑмси тата сӑмса айӗнчен чӗлӗм туртнипе сарӑхса кайнӑ мӑйӑхӗн сарлака ҫурма-пӗкӗчисем курӑнса кайрӗҫ.

Григорий глянул на него сбоку, и первое, что ему кинулось в глаза, — это тонкий покривленный нос и белые, под носом желтые от курева, широкие полудуги усов.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дон хӗррипе кайрӗҫ.

Шли вдоль берега Дона.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed