Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫавӑнтах (тĕпĕ: ҫавӑ) more information about the word form can be found here.
Андрей ҫавӑнтах ишӗлчӗк хушшинчен сиксе тухрӗ те, ҫиленсе те хаярланса, малалла ыткӑнчӗ.

Андрей тут же выскочил из развалин и, захваченный порывом ярости, бросился вперед.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ял хӗрринчи килхушши урлӑ карта патнелле чупакан шинеллӗ ҫынсенчен пӗри такӑнчӗ те ҫавӑнтах пӗтӗм вӑрӑм пӗвӗпе яшт чӑсӑлса ӳкрӗ — унӑн ҫӳлелле кӑнтарнӑ аллинче автомат йӑлкӑшса илчӗ.

Один из тех людей в шинелях, что бежали через крайний двор к изгороди, запнулся, затем выпрямился во весь свой огромный рост, и в его вскинутой руке на фоне неба блеснул автомат.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ерофей Кузьмич ҫавӑнтах, Квейс умӗнче тӑнӑ ҫӗртех, халиччен хӑнӑхнӑ пек, ҫирӗп шухӑш тытрӗ: кирек мӗнле пулсан та ҫав пӗтӗм яла ҫаратса каякан налога пуҫтармастӑп, терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче.

Ерофей Кузьмич тут же, стоя перед Квейсом, с привычной твердостью решил, что он ни в коем случае не будет собирать такой грабительский налог.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ерофей Кузьмичӑн ҫавӑнтах ӑшӗ лӑштах пулчӗ.

У Ерофея Кузьмича разом опала боль в груди.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Анчах Ерофей Кузьмич ҫавӑнтах чухласа илчӗ: нимӗҫсем кунта хурӑн касас шухӑшпа килмен иккен.

Но тут же Ерофей Кузьмич понял, что немцы пришли сюда не затем, чтобы срубить березы.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Йытти ним шарламасӑр лупашкари шыва ӳксе ҫаврӑнкаласа илчӗ, анчах ҫавӑнтах сиксе тӑчӗ, ним силленмесӗр-тумасӑрах хаяррӑн хамлатса илсе, лашасем ҫинелле ыткӑнчӗ.

Собачонка молча перевернулась в луже, но тут же вскочила и, не отряхиваясь, злобно тявкнув, бросилась на коней.

XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Марийка ҫавӑнтах чӳрече ҫумӗнчен хӑпрӗ.

Марийка тут же оторвалась от окна.

XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫавӑнтах вӑл тӑхлачине мухтаса илнӗ пек те пулчӗ.

— И тут же польстил сватье.

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Мӗн кирлӗ, э? — Ҫавӑнтах вара, стена ҫумнелле тайӑнса кайса, трубкӑна лӑштӑр! пӑрахрӗ те, хуллен ҫеҫ пӑшӑлтатса илчӗ:

Чего надо, а? — И тут же, откинувшись спиной к стене, она бессильно опустила трубку и прошептала:

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Кӑшкӑрса илчӗ те вӑл, ҫавӑнтах хӗрарӑмсене команда пачӗ:

Прикрикнула и подала команду бабам:

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ерофей Кузьмичпа Марийка улӑма сенӗксемпе пысӑккӑн тире-тире илсе, парса тӑчӗҫ, Васятки сенӗк ҫинчи улӑма ҫавӑнтах кӗреплепе тыта-тыта илсе, вӑр-вар купаласа, урипе таптаса тӑчӗ.

Ерофей Кузьмич и Марийка носили солому, поддевая ее большими охапками на вилы, а Васятка, на лету подхватывая граблями навильники, ловко укладывал их в омет и утаптывал ногами.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Анчах вӑл ҫавӑнтах Мартьянов, Вольных, Глухань ҫинчен аса илчӗ те хуллен ҫеҫ, шухӑша кайнӑ пек, ыйтрӗ:

Но тут же он вспомнил о Мартьянове, Вольных, Глухане и спросил тихонько и задумчиво:

XXVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Анчах ӑна ҫавӑнтах тепӗр ӗҫ, ҫийӗнчех, пӗр тӑхтамасӑр тумалли ӗҫ тыткӑна илчӗ.

Но тут ему пришлось незамедлительно задуматься о другом деле.

XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Анчах ҫавӑнтах асӑрхарӗ: Глухань каскине пуля шӑтарса тухса кайнӑ иккен, хӑлхи патӗнче, гимнастёрка ҫухи ҫинче тата ҫурӑмӗ ҫинче те юн юхнӑ йӗр пур.

Но тут же сообразил: каску Глуханя продырявила пуля, около уха, на перевязи гимнастерки и на спине был кровавый след.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Андрей каллех окопран кӑшт пуҫне кӑларса пӑхрӗ, анчах ҫавӑнтах ӑна питҫӑмартинчен тата каскинчен тӑпра тӗпренчӗкӗсем чашлаттарса илчӗҫ.

Андрей вновь глянул из окопа, но его тут же стегануло по щеке и каске земляной крошкой.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Юлашкинчен пӗр снарячӗ ҫавракарах башньӑна шӑйӑрса иртрӗ, тепри тата ҫавӑнтах аяккинчен пырса лекрӗ, танк вара, тӗтӗм ӑшӗнчен сиксе тухса, хыттӑн кайнӑ ҫӗртех чӑнкӑр-чанкӑр! тутарса илсе, сарлака та лаптӑк йывӑр гусеницине курӑк ҫинелле сарса пӑрахрӗ те сасартӑк вӑр-вар ҫаврӑнса илчӗ.

Наконец один снаряд чиркнул по покатой башне, а другой тут же ударил в борт, и танк вдруг на полном ходу с лязгом круто развернулся, расстилая по траве широкий и тяжелый пласт гусеницы.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Салтак ҫӗрелле тӗшӗрӗлсе анчӗ, анчах ҫавӑнтах сиксе тӑчӗ те, шикленсерех Озеров ҫинелле ҫаврӑнса пӑхкаласа, сиккипех каялла вӗҫтерчӗ.

Солдат рухнул на землю, но тут же вскочил и, опасливо оглядываясь на Озерова, стремглав бросился обратно.

XXII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Фу, япӑх! — терӗ те ним тума аптранӑ Озеров, ҫавӑнтах сиксе тӑчӗ.

— Фу, скверно! — с досадой бросил Озеров в сторону и вскочил.

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Лозневой окопран тухса атта илме ҫеҫ тӑнӑччӗ, анчах ҫавӑнтах каялла сиксе ӳкрӗ, — ҫурӑлса кайнӑ атӑ кунчи ӑшӗнчен шурӑ шӑмӑ курӑнса тӑрать.

Лозневой вылез из окопа и хотел взять сапог, но тут же отпрянул назад: из оборванного голенища торчала белая кость.

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫавӑнтах тата, хӑй кӑштах окопран вӑркӑнса тухманнине туйсан, ҫухӑрса ячӗ те ҫӗре пӳрнисемпе ярса тытрӗ: бомбӑсем суя окоп таврашӗнче ӳке-ӳке ҫурӑлчӗҫ, ҫӳлтен, ҫурӑмпа каска ҫине шӑпӑртатса, тӑпра тӑкӑнчӗ.

И тут же, чувствуя, что его едва не выбросило из окопчика, он закричал и вцепился пальцами в землю: бомбы рванули вокруг ложной огневой позиции, сверху посыпалась, застучав по спине и каске, жесткая земляная крошка.

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed