Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кашкӑр the word is in our database.
кашкӑр (тĕпĕ: кашкӑр) more information about the word form can be found here.
Мӗншӗн тесен лешӗ ӑна хурахсен ушкӑнӗнче Кашкӑр Микули ывӑлӗ Алюш та пулма пултарни ҫинчен каласа панӑччӗ…

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑнланчӗ те, путсӗр ҫынсене, Кашкӑр Микулипе ун йышшисене, тавӑрас ӗмӗтпе ҫунма тытӑнчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав вӑхӑтра вӑл, аманнӑ хыҫҫӑн сипленме таврӑннӑ хӗрлӗ армеец, ялти ҫӗрме пуян Кашкӑр Микули ҫӑварӗнче… ашшӗн чӗлӗмне курчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кашкӑр Алюшӗ вӑйпа качча илнӗ Альтюк вилӗмӗ унӑн кунҫулне пач урӑх енне пӑрса яман пулсан, кам пӗлет, тен, Сӑпани ӑна качча тухатчӗ, иккӗшӗ вара ку таранччен пӗрле мӑшӑр кӑвакарчӑн пек пурӑнатчӗҫ…

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кашкӑр Микулин аслӑ ывӑлӗ Мӗтри Канашра хӑна ҫурчӗ, чайнӑй тытса пурӑнать.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Паллах, Крапивин ӑҫта тарса пурӑннине Кашкӑр Микули шутсӑр пӗлесшӗн пулнӑ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

1906 ҫулта яппун вӑрҫинчен таврӑннӑ салтак Хӗлимун Крапивин хӑрушӑ хыпар пӗлет: унӑн савнӑ хӗрне Альтюка Кашкӑр Микулин кӗҫӗн ывӑлӗ Алюш вӑйпах качча илнӗ иккен.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ванькка ашшӗне, Урапа Ҫтаппанне — Филимон Петровичӑн ялта чухнехи пӗртен-пӗр чӑн-чӑн юлташне, тӗрӗссипе, ял кулакӗ Кашкӑр Микули ӑна пула вӗлерттернӗ-ҫке.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сана та пулӑшӗ, — ӑс парса ӑсатрӗ ӑна Кашкӑр Микули.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑннипе, вӑл Кашкӑр Микули патӗнче тарҫӑ вырӑнӗнче пурӑнчӗ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ку вара, Кашкӑр Мӗтри, халь каллех аптрамасть.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑй пӗччен кӑна пулсан, тупата, халь вӑл хорунжий ҫине кашкӑр пек сиксе ӳкмелле, туласа тӑкмалла.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Экеҫ ҫыннисемех — ялти ҫӗрме пуян Кашкӑр Микули ывӑлӗпе Алюшпа лаша вӑрри Пикмӑрса кӗрӳшӗ, вӑлах Ҫӑпата Матви ывӑлӗ, Ольга Матвеевна пиччӗшӗ Веня ертсе пыратчӗҫ вӗсене.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав ҫӗрме пуянсем ялхуҫалӑх юлташлӑхне, ӗлӗк ниме ушкӑнне Кашкӑр Микули курайман пекех, тӳсме пултараймаҫҫӗ, май килсен, ӑна ҫунтарса, кӗлне ҫилпе вӗҫтерсе ярӗччӗҫ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кашкӑр Микули ялта тахҫантанпах ҫук та-ха, хураха тухнӑ ывӑлне пулӑшса тӑнӑшӑн, Совет влаҫне хирӗҫ тунӑ ытти ӗҫсемшӗн ӑна вунтӑххӑрмӗш ҫултах тытса кайрӗҫ, ҫапах унӑн хӳрешкисем Экеҫре халӗ те пур-ха.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ушкӑна кӗнӗ хресченсем, пӗр-пӗрне пулӑша-пулӑша ӗҫлесе, нушаллӑ ҫулсене ирттерсе ячӗҫ, Кашкӑр Микули патне пуҫҫапма каймарӗҫ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл та пурнӑҫне синкерлӗ вӗҫлерӗ — Кашкӑр Алюшне ирӗксӗртен качча тухнӑскер, савнийӗ Хӗлимун Крапивин яппун вӑрҫинчен таврӑнсан, хуняҫи арманӗн пӗвине сиксе вилчӗ…

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унӑн ашшӗ Урапа Ҫтаппанӗ, чип-чипер пурӑннӑ ҫӗртех, ялти ҫӗрме пуян Кашкӑр Микули вӗслетсе хӗнеттернипе ҫирӗм ҫул каялла ҫӗре кӗчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепри — Совет влаҫӗн чӑн-чӑн тӑшманӗ — ҫӗрме пуян Кашкӑр Микулин ывӑлӗ Алюшчӗ…

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кусем — кашкӑр ҫырлипе шӗшкӗлӗх «ҫемйинчи» ватӑ мӑн йывӑҫсем.

То были крупные старые деревья среди жимолости и орешника.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed