Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хамӑн (тĕпĕ: хам) more information about the word form can be found here.
1938 ҫулхи апрелӗн 30-мӗшӗнче ирхине эпӗ хамӑн дневник ҫине ҫапла ҫырса хунӑ.

Так написала я в своем дневнике утром 30 апреля 1938 года.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӑна итлесе тӑнӑ май эпӗ, темле, хамӑн йӗмӗм ҫинчи саплӑксем пуррине туйма пуҫларӑм.

Слушая его, я как-то начинал чувствовать заплаты на штанах.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кирек мӗн тейӗр те, анчах ҫавӑн чухне эпӗ ҫупкӑ пани — вӑл обществӑшӑн тунӑ хамӑн пӗрремӗш ӗҫӗмччӗ.

Как ни странно, но это мордобитие было моим первым общественным делом.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хамӑн карчӑк хӗре ҫаврӑнчӗ пулӗ тесех шутланӑччӗ ӗнтӗ.

Я уже был готов поверить, что это моя старушка превратилась в девочку, как трансформатор.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ тӑтӑм та, малтан кӗскен Пугачевпа унӑн шайки ҫинчен, унтан самозванец лайӑх хӗҫпӑшала хирӗҫ тӑма пултараяс ҫук тесе, хамӑн сӑмаха ҫирӗплетсех каласа патӑм.

Я встал и, в коротких словах описав сперва Пугачева и шайку его, сказал утвердительно, что самозванцу способа не было устоять противу правильного оружия.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хамӑн малалли кунҫулӑмшӑн ҫавтери пысӑк вырӑн йышӑнмалла канашлӑва эпӗ каймасӑр ирттерсе яма пултарайманнине вулакан хӑй те ҫӑмӑллӑнах ӑнланса илӗ.

Читатель легко себе представит, что я не преминул явиться на совет, долженствовавший иметь такое влияние на судьбу мою.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Усал пӑлхавҫӑсем хушшине тӑрса юлнӑ хӳтлӗхсӗр тӑлӑхӑн, мӗскӗн хӗрӗн, пурнӑҫӗ тата хамӑн та хӑват ҫукки мана ҫав тери хытӑ хӑратаҫҫӗ.

Состояние бедной, беззащитной сироты, оставленной посреди злобных мятежников, собственное мое бессилие устрашали меня.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Чӑннипех те питӗ хӑрарӑм вара эпӗ хамӑн мӗскӗн тарҫӑшӑн.

Признаюсь, я перепугался за бедного моего дядьку.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эсӗ ман умӑмра пит те айӑплӑ, — терӗ вӑл, малалла, — анчах эпӗ, санӑн ырӑ кӑмӑлна кура, хамӑн тӑшмансенчен пытанса ҫӳреме тивнӗ вӑхӑтра пулӑшнӑшӑн, каҫартӑм.

Ты крепко передо мною виноват, — продолжал он, — но я помиловал тебя за твою добродетель, за то, что ты оказал мне услугу, когда принужден я был скрываться от своих недругов.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ӗҫсем ҫавӑн пек килсе тухнинчен тӗлӗнмесӗр тӑма пултараймарӑм эпӗ: пӗр ҫапкаланчӑка хамӑн ача чухнехи тӑлӑпа пани мӑйкӑҫран ҫӑлса хӑварчӗ, постоялӑй дворсенче ҫапкаланса ҫӳрекен ӳсӗр ҫын халӗ ӗнтӗ крепӑҫсене тытса илсе государствӑна кисрентерет.

Я не мог не подивиться странному сцеплению обстоятельств: детский тулуп, подаренный бродяге, избавлял меня от петли, и пьяница, шатавшийся по постоялым дворам, осаждал крепости и потрясал государством!

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫав тери хӑрушӑ ӗҫсем курнипе, эпӗ хамӑн шухӑшсене ниепле те йӗркене кӳрейми пулса, вырӑнтан тапранмасӑр тӑтӑм.

Я все стоял на одном месте и не мог привести в порядок мысли, смущенные столь ужасными впечатлениями.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ хам ӑшӑмра турсӑ умӗнче чунтан ӳкӗнсе, хамӑн ҫылӑхсене каҫарма тата хам чӗреме ҫывӑх ҫынсене ҫӑлма ыйтса, кӗлӗ пуҫларӑм.

Я стал читать про себя молитву, принося богу искреннее раскаяние во всех моих прегрешениях и моля его о спасении всех близких моему сердцу.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ хам сисмен ҫӗртенех хӗҫ аврине чӑмӑртаса, ӗнер ӑна хамӑн савнине хӳтӗлеме тенӗ пекех, унӑн аллинчен илнине аса илтӗм.

Я невольно стиснул рукоять моей шпаги, вспомня, что накануне получил ее из ее рук, как бы на защиту моей любезной.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ хамӑн хӗҫе юриех манса хӑвартӑм та, ӑна илме тесе, каялла таврӑнтӑм: эпӗ капла Марья Ивановнӑна пӗччен тӗл пулӑп тесе шантӑм.

Но я нарочно забыл свою шпагу и воротился за нею: я предчувствовал, что застану Марью Ивановну одну.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫӑварӗнче унӑн ылтӑн шӑл йӑлтӑртатать, эпӗ вара хамӑн айван йӑлана пула, чарӑна пӗлмиех ҫав шӑл ҫине пӑхрӑм.

Во рту у него блестел золотой зуб, и я по своей глупой привычке, как уставился на этот зуб, так и смотрел на него не отрываясь.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ манӑн хамӑн та тӗрме ҫынни пулмалла-ши ӗнтӗ?

и вот теперь я стану «арестантом»!

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пурне те майлаштарнӑ хыҫҫӑн, Даша инке пире хуса ҫитрӗ, кӗпер урлӑ каҫсан, эпӗ хамӑн кӗсьере икӗ катӑк сахӑр, пӗр татӑк шурӑ сухари тупрӑм.

потому что когда все было улажено и тетя Даша, плача, догнала нас и мы через мельницу выехали на мост, я нашел в кармане своей курточки два куска сахару и белый сухарь.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Почеркӗ тӑрӑхах хамӑн ку ҫырӑва атте мӗнле кӑмӑлпа ҫырнине пӗлес килет; юлашкинчен ҫырӑва уҫрӑм та вулама тытӑнтӑм.

Я старался по почерку угадать расположение духа, в котором писано было письмо; наконец решился письмо распечатать и начал читать.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Часах эпӗ, сывалса ҫитсе, хамӑн хваттере куҫрӑм.

Вскоре я выздоровел и мог перебраться на мою квартиру.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫавӑнпа та хамӑн мӗскӗн соперникӑма эпӗ ырӑ кӑмӑллӑнах каҫартӑм.

И великодушно извинял своего несчастного соперника.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed