Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫлемелле (тĕпĕ: ӗҫле) more information about the word form can be found here.
Неушлӗ пире хамӑр саманан васкаварлӑ вӑхӑчӗ ҫапла ярса тытса, хуса пырать — самани ӗнтӗ канӑҫсӑр, тӳсӗмсӗр, мӗн май килнӗ таран нумайрах ӗҫлемелле, пӗтӗмпех лайӑх мар пулин те, хӑвӑртрах тумалла — унсӑрӑн эпир мӗн те пулин тӑваймасӑр юлатпӑр, пулас ӑрусем вара пире вӑрах ӗҫленӗшӗн каҫарас ҫук…»

Неужели нас подхватывает и гонит так стремительный бег нашей эпохи — беспокойной, нетерпеливой, на долю которой выпало сделать как можно больше, пусть не до конца хорошо, но скорее, иначе мы что-то упустим и потомки по простят нам этого промедления…»

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Нумай пулмасть ҫеҫ-ха эпӗ те пысӑк плансем тӑваттӑм — вӑт халӗ пур енӗпе те ытларах шанма пуҫларӗҫ, ӗҫлемелле кӑна ӗнтӗ, теттӗм, анчах чирлесе ӳкрӗм те, пӗтӗмпех арканса кайрӗ…

Совсем недавно я тоже строил большие планы — вот, мол, теперь только и поработать, когда больше доверим во всем стило, а ног слег, и во мне как-то все оборвалось…

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мӗнле ӗҫлемелле ман, мӗнле тӗрӗслӗхпе пурӑнмалла…

Как мне надо работать, по какой правде мне жить…

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫавӑнпа алӑ та усӑнать: мӗн тесе пурлӑх пухмалла, кам валли ӗҫлемелле?

Через это и руки отваливаются: к чему зараз наживать, на кого работать?

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Мӗн ӗҫлемелле пулать унта манӑн?

— Какая ж у меня будет работа?

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Сыхланарах ӗҫлемелле, — шухӑшларӗ вӑл.

«Тут надо поосторожнее, — думал он.

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сыхланарах ӗҫлемелле.

Тут надо поосторожнее.

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пирӗн ӳсес пулать, тӗрекленсе пымалла, халӑха ытларах хамӑр майлӑ ҫавӑрмалла, вӑрҫӑн чӑн-чӑн сӑлтавӗсене ӑнлантарас тӗлӗшпе алӑ усмасӑр ӗҫлемелле.

Наше дело — расти, расширять свое влияние, работать не покладая рук над разъяснением истинных причин войны.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лаша шутне ӳстерме йывӑртарах — кунта ӗҫлемелле те ӗҫлемелле.

С конским поголовьем дело обстоит труднее — тут нам расти и расти.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тырӑ типшӗрнӗ, васкавлӑ ӗҫлемелле, тата МТС-ран комбайнсем ҫитнӗ, ыран урпа вырма пуҫламалла.

Хлеба подсохли, надо было торопиться, к тому же из МТС прибыли комбайны, и завтра должна начаться косовица ячменя.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Артамашовӑн хирӗсене ҫум пусса илнӗ — ворошиловецсен колхоз кукурузне е хӗвелҫаврӑнӑшне ҫумласа тухма вӑхӑт ҫук, хӑйсен ҫӗрӗ ҫинче ӗҫлемелле.

А у Артамашова бурьян гуляет по полю — некогда ворошиловцам за своими посевами прополоть общественную кукурузу или подсолнухи.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Мускав патӗнчи ҫӗр ҫинче пулса иртнӗ ҫапӑҫӑвӑн йӗрӗсене шӑлса лартас тесен, унӑн кӗҫӗр ҫӗрӗпех ӗҫлемелле: вилесене тата сапаланса выртакан хӗҫпӑшалсене кӗрт хӳсе лартмалла, снарядсем ӳксе пулнӑ шӑтӑксемпе юн кӳлленчӗкӗсене пытармалла, ҫуннӑ танксемпе ҫуннӑ ялсенчен юлнӑ вырӑнсене ҫиелтен те пулин витсе хумалла…

Ей надо было трудиться всю ночь, чтобы уничтожить следы жестоких боев на подмосковной земле: похоронить в сугробах трупы и разбросанное, разбитое оружие, замести воронки от снарядов и лужи крови, хотя бы легонько запорошить снежком сгоревшие танки и пепелища в деревнях…

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Тӗрӗс, Шошинпа уйрӑммӑн ӗҫлемелле.

Верно, с Шошиным надо работать отдельно.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хӑюллӑрах та ҫирӗпрех ӗҫлемелле.

Смелее и крепче надо работать.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кунта тата, инкеке тенӗ пекех, мана парти руководителӗсем ӑнӑҫлисем лекмерӗҫ: Партбюрон пӗр секретарьне суйлатпӑр, пирӗн ӗҫе хӑнӑхать кӑна, манӑн хуҫалӑхри ҫул-йӗре пӗлсе ӑнланать, кунта пӗр шухӑшлӑн пулса ӗҫлемелле кӑна, анчах ҫук!

А тут еще, как на грех, не везет мне с партийным руководством, изберем одного секретаря партбюро, только привыкнет к делам, поймет и уяснит мою хозяйственную линию, тут бы только и работать дружно, — ан нет!

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Квейс вырӑс сӑмахӗсене пӑсса, Чернявкин вырӑнне, хальтерех ҫӗнӗ ҫын тупмалли ҫинчен, унччен Лозневойӑн икӗ ҫыншӑн ӗҫлемелле пулни ҫинчен ӑнлантарса пачӗ, — нимӗҫ государстви ҫапла тума хушать.

Коверкая русские слова, Квейс разъяснил Лозневому, что вместо Чернявкина надо как можно скорее найти нового полицая, а пока Лозневой должен работать за двоих — так требуют интересы германского государства.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Нумай ӗҫлемелле!

Много работа!

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Акӑ санӑн мӗнле ӗҫлемелле

Вот как ты должен действовать…

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пӗр Рагулин кӑна унта уйра темскер тӑвать, итем ҫине пралуксем карнӑ, молотилкӑна электричествӑпа ӗҫлемелле тӑвать…

Один Рагулин что-то там в поле выстраивает, проволоку протянул на ток, молотилку к электричеству приспосабливает…

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кӗрнеклӗ пӳ-силлӗ, пысӑк пуҫлӑ, сарлака ҫурӑмлӑ Корней руль патне аран-аран кӗрсе ларчӗ, Корней пӗкӗрӗлсе те, хӗсӗнкелесе те пӑхать, унӑн тарпа йӗпеннӗ хурлӑхлӑ — салху питӗнченех курӑнать: ӳссе вӑй илнӗ чухне, унтан шофёрсен курсӗнче вӗреннӗ чухне хайӗн ҫакӑн пек хӗсӗк машинӑпа ӗҫлемелле пуласси ҫинчен шутламан вӑл…

Корней, мужчина крепкого телосложения, мордастый, с широкой спиной, с трудом умещался за рулем; Корней и сгибался и сутулился, на лице его, грустно-удрученном, проступили капельки пота: когда он рос и набирался сил, а затем учился на шоферских курсах, то не думал и не гадал, что ему придется иметь дело с такой тесной машиной…

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed