Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Эппин the word is in our database.
Эппин (тĕпĕ: эппин) more information about the word form can be found here.
Эппин, хамӑрах кайӑпӑр та ыран Вешенскине, ҫӗклер алӑсене: тытӑр пире, парӑнатпӑр, тесе калар.

— Тогда давай завтра сами поедем в Вешенскую и подымем вверх руки: берите, мол, нас, сдаемся.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Апла-капла темскерех илтмен, эппин, тивмеҫҫӗ ӗнтӗ.

— Ничего не слыхал, стало быть, не трогают.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Сирӗн шутӑрпа, халӑхшӑн кӗрешекенсем пулатӑр, эппин?

— По-вашему, значит, борцы за народ?

XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Тен, эппин, ашӑпа чупас? — ыйтрӗ Григорий, куҫ хӑрпӑкӗсем ҫумне ҫыпҫӑнакан юр пӗрчисене шӑлса илсе.

— Может, рысью побечь? — спросил Григорий, смахивая с ресниц налипающие снежинки.

XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ну, пыр, эппин, савӑнса.

— Ну, и радуйся.

XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Паян каятӑп, эппин.

Нынче уйду.

XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ҫук ҫав, станицӑна илеймерӗмӗр, эппин, тытӑнса тӑраймастпӑр кунта, — шӑппӑн каларӗ Фомин.

— Да, станицу не взяли, стало быть, нам тут не удержаться, — тихо сказал Фомин.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ну, йышӑн, эппин, эскадрона, Овчинников.

— Ну, что ж, принимай эскадрон, Овчинников.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ну, сывӑ пул, эппин, ан хуйхӑр.

Ну, прощай, не горюй.

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эппин, хамӑн тӑван командир-аттене каланӑ пек: каллех тепре пуҫламалла халь вӑрҫа!

Как все одно родному отцу-командиру: надо перевоевать!

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫывӑртӑр, эппин, халлӗхе.

Ну, и пусть спит пока.

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эппин, ачусемпе савнӑ хӗрарӑмна кайрантарах хӑвӑн патна илсе каймаллаччӗ.

Потом забрал бы их и свою любезную.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эппин, тӗрлӗ ҫынсем эпир санпа…

— Значит, разные мы с тобой люди…

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эппин, эп кӑлӑхах васканӑ ун чух.

Выходит, занапрасну я тогда спешил.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эппин, тата службӑна илсе кайман пулсан, эпӗ офицер та пулас ҫукчӗ…

— Ежли б меня не брали на службу, не был бы я офицером…

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ну, эппин, чипер кай!

— Ну, тогда — с богом!

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ну, ху пӗлтӗр хӗлле ачашласа ҫӳренӗ шӑпчӑк пеккине, эппин

— Ну, соловья, что прошлой зимой носил…

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эппин, савӑнӑҫпа сана, — кӑштах тӑрӑхласа чӑртмаххӑн тавӑрчӗ Мишка.

— С радостью тебя, — сдержанно и чуть насмешливо ответил Мишка.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ну, сывӑ пул, эппин, чӗнеҫпи, усалпа ан асӑн!

Ну, прощай, зовутка, не поминай лихом!

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Мӗн-ха, чарӑнас, эппин.

— Что ж, давай останавливаться.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed