Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хамӑн (тĕпĕ: хам) more information about the word form can be found here.
Ҫӗҫӗ те ҫук хамӑн, аллӑмсем те чӗлхем анчах.

Ни ножа у меня нет, ничего, кроме рук да языка.

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Курассӑм килет хамӑн.

А видеть хотелось.

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Тахҫан ӗлӗк ман хамӑн та йӑва пулнӑ…

Было когда-то свое гнездо…

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

— Акӑ халӗ хамӑн ӗҫех илем… — каларӗ лешӗ, — манӑн атте вилнӗ, хуҫалӑх пӗчӗк, анне — карчӑк, ҫӗр сӗткенсӗр, — мӗн тумалла-ха манӑн?

— Сейчас вот мое дело… — говорил тот, — отец у меня — умер, хозяйство — малое, мать-старуха, земля высосана, — что я должен делать?

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Унтан вӑра Радда манӑн арӑм пулать те мана ачашлать, чуптӑвать, ҫавӑнпа манӑн вара сире юрӑсем те юрласа кӑтартас килми пулать, хамӑн ирӗклӗхшӗн те хуйхӑрас ҫук эпӗ!

А потом она станет моей женой и будет ласкать и целовать меня, так что уже мне и песен петь вам не захочется, и воли моей я не пожалею!

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Вӑл хӑйӗн ирӗклӗхне мана юратнинчен ытларах юратать, эпӗ Раддӑна хамӑн ирӗклӗхе юратнинчен те ытларах юрататӑп, ҫавӑнпа та эпӗ Раддӑна ӳксе пуҫҫапас терӗм, вӑл мана ҫапла хушрӗ, унӑн илемлӗ маттур йӗкӗте — Лойко Зобара епле парӑнтарнине пурте курччӑр; Раддӑна куриччен Лойко хӗрсемпеле, хӗрен кӑвакалсемпе епле вылять, ҫавӑн пекех вылятчӗ.

Она любит свою волю больше меня, а я ее люблю больше своей воли, и решил я Радде поклониться в ноги, так она велела, чтоб все видели, как ее красота покорила удалого Лойко Зобара, который до нее играл с девушками, как кречет с утками.

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

— Ӗҫ акӑ мӗнле, юлташсем: ҫак ҫӗр эпӗ хамӑн чӗре ӑшнелле пӑхрӑм та, унта хамӑн ӗлӗкхи ирӗклӗ пурнӑҫ валли вырӑн тупаймарӑм.

— Вот какое дело, товарищи: смотрел в свое сердце этой ночью и не нашел места в нем старой вольной жизни моей.

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Сана турӑ умӗнче, хамӑн ырӑ ятпала, аҫу тата ҫак пур ҫынсем умӗнче те качча илетӗп.

Беру тебя в жены перед богом, своей честью, твоим отцом и всеми этими людьми.

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

— Лаши хамӑн мар вӗт-ха, кайса парас пулать…

— Лошадь-то чужая, отдать надо…

Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.

Хамӑн чеелӗхпе эп унпала иксӗмӗр хушӑмӑрти йӗркелӗхе сыхланӑ.

Я хитрость употреблял для охранения своего супружеского ложа.

Почта уйрӑмӗнче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 15–17 стр.

Кайса хамӑн ачасемпе канашласа пӑхам-ха.

Пойду со своими ребятами посоветуюсь.

38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ, ав, нумаях пулмасть, хулара пултӑм, хамӑн Якку шӑллӑм патӗнче.

Я вот в городе была на днях, у брата Якова.

34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ акӑ хамӑн Петькӑнах илетӗп.

Я вот по Петьке сужу.

30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн хамӑн та нумай-нумай пӗлес килет.

Но мне тоже хочется много узнать.

23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ вӑт хамӑн Петӗре хулана илсе кайса атӑ ҫӗлекене кӗртесшӗн-ха.

Я вот Петра своего в город думаю отвезти, в сапожники определить.

14-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пӑхап-пӑхап та, хам куҫӑма хамӑн ӗненес килмест! — пуҫне пӑркаларӗ Захар.

— Смотрю и глазам не верю! — Захар покачал головой.

7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хамӑн кухаркӑна йӑмӑк патне кухньӑна яратӑп: вӑл Анисьйӑпа туслашать те йӑлтах ыйтса пӗлет, кайран вара…

Я кухарку свою на кухню к сестре подошлю: она подружится с Анисьей, все выведает, а там…

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Кӗвӗҫесрен хӑратӑп: сирӗн телейӗр мана тӗкӗр пек пулӗ, сирӗн ҫине пӑхса эпӗ пӗрмай хамӑн телейсӗр, арканнӑ пурнӑҫа курса тӑрӑп; эпӗ урӑхла пурӑнма тытӑнас ҫук, пултараймастӑп та.

— Боюсь зависти: ваше счастье будет для меня зеркалом, где я все буду видеть свою горькую и убитую жизнь; а ведь уж я жить иначе не стану, не могу.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫапах куншӑн та тав тӑватӑп, — хушса хучӗ вӑл, йывӑррӑн сывласа: — эпӗ тӗттӗмлӗхрен ҫутта, уҫӑмлӑ йӗр ҫине тухрӑм, хамӑн мӗн тумаллине пӗлетӗп.

Но благодарю и за то, — прибавил он с глубоким вздохом, — я вышел из хаоса, из тьмы и знаю, по крайней мере, что мне делать.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Эсӗ виҫӗ хут ытларах илетӗн, — терӗ Штольц: — анчах эпӗ нумай вӑхӑт хушши санӑн арендатору пулмастӑп, манӑн хамӑн та ӗҫсем пур.

— Ты будешь получать втрое больше, — сказал он, — только я долго твоим арендатором не буду, — у меня свои дела есть.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed