Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӗччен the word is in our database.
Пӗччен (тĕпĕ: пӗччен) more information about the word form can be found here.
Тӗлӗнмелле кӑтартусене ҫӗнсе илес тесен пӗччен пулмалла тата ҫав ӗҫ пирки кӑна лайӑх шутламалла.

Для достижения самых невероятных результатов необходимо уединение и полная сосредоточенность на том, что вы делаете.

28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эсир пӗччен тӗк сире харпӑр пурнӑҫра ӑнӑҫу кӗтет.

Если вы одиноки, то вас ждёт успех в личной жизни.

27-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пӗтӗм тӗнчере тӑр пӗччен тӑрса юлнӑн туйӑнчӗ ӑна.

Help to translate

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ушкӑна хирӗҫ хӑй пӗччен пулни кӑна шиклентерет.

Help to translate

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Ҫапах та, ӗмӗр тӑршшӗпех пӗччен пурӑнса та май килмест.

Help to translate

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Милици шӑхӑртнисем ҫывхарсах килчӗ; пулин те, халӗ пӗччен юлнӑ Макар Кузьмич вӗсене кӗтсе тӑрас темерӗ, часрах килӗ еннелле ыткӑнчӗ.

Help to translate

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

— Ҫӗрле пӗччен ҫӳреме хӑрамастӑр-и?

Help to translate

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Ун умӗнче пӗччен хыпса ларма аванах мар мана, — тенӗ Унтрей кравать ҫинче ҫав тери мӗскӗнӗн выртакан кӳрши еннелле пӑхса.

Help to translate

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Виталий Романов халӑхпа калаҫма пӗччен тухман, профилактика мероприятине ирттерме унпа пӗрле Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи ӗҫӗ-хӗле тӗрӗслекен тата профилактикӑллӑ ӗҫсен пай пуҫлӑхӗ Павел Купранов та пынӑ.

Виталий Романов на профилактическую беседу с населением отправился не один, вместе с ним на мероприятие выехал и начальник отдела надзорной деятельности и профилактической работы Ибресинского муниципального округа Павел Купранов.

Пысӑк Упакассинчи халӑха пушар хӑрушлӑхӗ пирки ӑнлантарса панӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35264.html

Хама илес пулсан, ман йӑмӑк качча кайма хатӗрленнине пӗлнӗ хыҫҫӑн эп апине (лит. чӗлхипе аннене) пӗччен хӑварас мар тесе Чулхулари ӗҫе пӑрахса киле таврӑнтӑм.

Help to translate

Ҫӗршыва кирлӗ те усӑллӑ… // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/260

Темшӗн ватлӑхне пӗччен ирттерет…

Help to translate

Ҫӗршыва кирлӗ те усӑллӑ… // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/260

Пӗччен пурӑнакан ватӑсене пулӑшасси – тимуровецсен тӗп тӗллевӗ», — ҫырнӑ ача-пӑча хаҫачӗ.

Help to translate

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Ҫакӑн пек ҫынсене патшалӑх пӗччен хӑвармасть, социаллӑ ӗҫченсем вара вӗсемшӗн чи шанчӑклӑ тӗрев пулса тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

Кашни ҫыннах ватлӑхра пӗччен тӑрса юласси шиклентерет пуль.

Help to translate

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

Ҫак ӗҫре нумай ҫул тимлекенсене вара ватӑсем, пӗччен пурӑнакансем, сывлӑх енчен хавшанисем хӑйсен ҫывӑх ҫынни вырӑннех хураҫҫӗ.

Help to translate

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

Пиртен ӗҫ, тыл ветеранӗсем, вӑрҫӑ ачисем, пӗччен пурӑнакан ватӑсем час-часах пулӑшу ыйтаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫитӗнӳсен пухмачӗ ырӑ ӗҫсемпе пуянлантӑр // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d2%ab%d0%b ... %bd%d0%bb/

Астӑвӑр: пӗччен мӗн те пулин ҫӗнсе илме йывӑр.

Запомните, в одиночку намного сложнее будет чего-либо добиться.

25-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Амӑшне ӑна пӗччен ҫитӗнтерме ҫӑмӑлах мар.

Матери одной не так-то просто ее растить.

Хӗвел умӗн // Любовь Федорова. Любовь Фёдорова. Ӗмӗр вӗрен. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 32 с. — 26 с.

Ҫӗр ҫийӗн, тыллапуҫҫисене ҫапӑнса, сиккелесе, пӗччен кайӑк мӗлки шуса иртет.

Help to translate

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Чи йывӑрри уншӑн халь — киле пӗччен юласси…

Help to translate

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed