Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сирме (тĕпĕ: сир) more information about the word form can be found here.
Тӗрӗсех, ырхан хӗрарӑм чавса таршшӗ лартни ӑна халь те вӗчӗрхентерет те, сирме тӑрӑшрӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуринчен ытла Ҫтаппана хисеплӗ кинӗ типсе пыни, ӑна пула мӑнукӗ начарланни, хӑй ку инкеке нимпе те сирме пултарайманни тарӑхтарать.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шиклентерет, паллах, анчах та хӑракан шухӑшсене айккинелле сирме тӑрӑшатӑп.

Help to translate

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Вӑл тата тепӗр хут хыттӑн кӑшкӑрчӗ: — Оля! Оля! — вара, каллех хирӗҫ чӗннине кӗтсе илеймесӗр, мӗн вӑй ҫитнӗ таран чавсисемпе ҫынсене сирме тытӑнчӗ.

Help to translate

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑрӑм пӳрнесене темле хайӑрсан та сирме ҫук.

Help to translate

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хальлӗхе вырӑнти влаҫ пӗтӗмпех Пӗрлехи саккасҫӑ служби ҫине йӑвантарса яваплӑха хӑйӗн ҫинчен сирме хӑтланнӑ тӗслӗхсем те тӗл пулаҫҫӗха — унашкалли пулмалла мар.

Help to translate

Икӗ юпа хушшинчи аташу // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/ike-yupa-hus ... chi-atashu

Саня чӗринче хӑватлӑ кӗвӗ, ҫак Сурӑм тӗтрине сирме чӗнекенскер, амаланса-амалансах пырса янраса кайрӗ…

Help to translate

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫакӑнта пӑхсан, теме сирме, теме тепӗр майлӑ ҫавӑрса хума хистекен туйӑм ҫӗкленет.

Help to translate

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Ан пакӑлтат кирлӗ мара! — айккинелле сирме тӑчӗ ӑна Ваҫка-Васка, — Кам чӗнчӗ сире?

Help to translate

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Айӑпа сирме хӑтланмастӑп эпӗ.

Help to translate

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ав епле, — кулам пек турӗ Сидоркин, — ку мӗн… бригада саланма тытӑннӑшӑн айӑпа ҫын ҫинелле сирме пӑхни-и е ответран пӑрӑнма хӑтланни-и?

Help to translate

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Музыкӑна вӗренессине, малтанхи пекех алӑ сулса сӑвӑсем вулассине, юрлассине вӑл йӗркеллех туса пыратчӗ, мӗншӗн тесен куна вӑл хӑйӗн айккине сирме пултарайман тивӗҫӗ тесе шутламах вӗренсе ҫитнӗ пулнӑ ӗнтӗ, ҫапах та унӑн чӗри, хӑйшӗн таҫта тепӗр темӗнле тивӗҫ шыранӑ пекех, урӑх ҫӗрелле те туртӑнатчӗ…

Help to translate

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

- Эпир кашни муниципалитет ӗҫне-хӗлне инвентаризаци туни, вӗсен лайӑх е вӑйсӑр енӗсене, малашлӑхӗсене палӑртни те ырӑ результатсем парать, хӑрушлӑхсене сирме пулӑшать».

Help to translate

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен улшӑнма, канма, иккӗленӳсене сирме меллӗ вӑхӑт.

Подходящий период для духовного преображения, отдыха, преодоления ваших сомнений.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Унашкал ҫынсене хӑйӗнчен сирме тӑрӑшатчӗ.

Help to translate

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Иккӗленӳсене сирме, усӑллӑ та пӗлтерӗшлӗ информаци илме пултаратӑр.

Вы сможете преодолеть давние сомнения, получить и переработать важную и полезную информацию.

4-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хупахри телейсӗр ҫынсен хуйхине вӑл хӑйӗн хаваслӑ юррисемпе сирме тӑрӑшать…

Help to translate

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Мӑшӑрпа пурӑннӑ чухне сиксе тухакан йӑнӑшсене вӑхӑтра сирме пӗлччӗр.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Петӗр кукӑрланма, айӑпа хӑй ҫинчен сирме хӑтланчӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Анчах ку инкеке сирме ҫул тупайманни пӗтерчӗ.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed