Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухма (тĕпĕ: тух) more information about the word form can be found here.
Ҫав асра юлнӑ кун хыҫҫӑн Иннокентий Ксение качча тухма пӗрре ҫеҫ мар ыйтнӑ, анчах вӑл унашкал пысӑк утӑм тума темӗншӗн нимӗнле те пултарайман, ниепле пысӑк сӑлтав пулман пулин те, Ксени васкаман, хӑйӗнне хӑй темскер ҫаратасран хӑранӑ пек, темскер кӗтнӗ…

После памятной прогулки Иннокентий не раз делал ей предложение, но она почему-то никак не могла решиться на такой серьезный шаг, и, хотя не было к тому никакой веской причины, Ксения медлила, чего-то ждала, точно боялась в чем-то обокрасть себя…

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксение пӗр япала — обком секретарӗ хӑйне питӗ лӑпкӑ, кунӗ тыткалани кӑна иментерчӗ; вӑл колхоза ӑнсӑртран ҫеҫ кӗрсе тухма шутланӑ пуль те, ҫавӑнпа васкавлӑ выводсем тӑвасшӑн пулмарӗ ӗнтӗ.

Единственно, что немного смущало Ксению, это та невозмутимость, с какой держался секретарь обкома; его могло извинить только одно — он завернул в колхоз случайно и, может быть, поэтому не хотел делать поспешных выводов.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ҫитет тӳрре тухма, халех райкома килӗр!

— Кончайте оправдываться и немедленно являйтесь в райком!

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл ура ҫине сиксе тӑчӗ те, ҫын ури ҫине таптас мар тесе, халӑха кансӗрленӗшӗн именсе, тӑвӑр та ансӑр рет хушшинчен васкавлӑн тухма пуҫларӗ.

Он вскочил и стал торопливо выбираться из тесного и узкого ряда, боясь кому-нибудь оттоптать ноги, смущаясь тем, что вынужден беспокоить людей.

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Шухӑшласа пӑх-ха, мӗнле харкашу тухма пултарать!

Ты подумай, какой это будет скандал!

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ерӗҫеймесен, Мажаров пурпӗр камран та пулин хут ҫырса янӑ, унта яланах: «Кӳлӗ патне пыр, сана кӑвак чулсем патӗнче кӗтетӗп», — тесе ҫырнӑ, Ксюша ун патне хутӑн тепӗр енне кӑранташпа: «Кӗт», — тесе ҫырса янӑ, килтен тухма май килмен чухне ун патне Васенӑна пысӑк ҫыру леҫтернӗ.

Если он бывал занят, то обязательно присылал с кем-нибудь записку, где всегда были написаны одни и те же слова: «Приходи к озеру, буду ждать тебя у серых камней», в ответ она царапала карандашом на обороте бумажки: «Жди», а когда не могла вырваться из дома, посылала с большим письмом Васену.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мана никам та качча тухма ыйтман.

Мне никто руку и сердце не предлагал.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ҫук, ҫук, эпӗ килӗшместӗп, — тӳрре тухма тӑрӑшнӑ Ксюша.

— Нет, нот, я не мирюсь, — беспомощно оправдывалась Ксюша.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Кашнин тӳпине тухма пултаракан геройла ӗҫсемсӗр пуҫне пурнӑҫра, эсир хӑвӑр ума темӗнле чаплӑ тӗллев лартнӑ пулин те, час-часах кулленхи, ҫӑмӑл мар, кичемрех ӗҫсем те тумалла.

— Кроме героических дел, которые могут выпасть на долю каждого, в жизни чаще всего нужно нести обыденные, подчас нелегкие, даже скучные обязанности, какую бы вы ни поставили перед собой прекрасную цель.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ухмаха тухма пулать вӗт старикпе!

С ума можно свихнуться от старика!

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлса, ӑна пӗтерме шутласан та, вӗсем шывран типӗ тухма пултарас ҫук!

Даже сговорясь между собой, избрав его жертвой, они не смогли бы выйти сухими из воды!

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӗсен умӗнче ан чӗн ҫеҫ, тӳрре тухма ан тӑрӑш, вара пурте йӗркеллӗ вӗҫленет — пуҫлӑх хӑйӗн службӑри тивӗҫне лайӑх пурнӑҫларӑм, тесе тухса каять, эсӗ вара каллех хӑв пӗлнӗ пек ӗҫлеме пултаратӑн.

Перед ними главное — молчать и ни в чем не оправдываться, и все кончится миром: начальство уедет к себе с чувством хорошо исполненного служебного долга, а ты можешь снова делать все по-своему.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вара пӗрре кӗркунне Корней… шут тытнӑ: унччен ҫакна вӑл хӑйӗн кун-ҫулӗнче килсе тухма пултаракан чи пысӑк хӑрушлӑх тесе шутланӑ.

И однажды осенью Корней решился на то, о чем прежде думал, как о самом страшном, что могло выпасть на его долю.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫав ҫулсенче вӑл ӑҫта мӗн акса хӑварнине лайӑх пӗлнӗ, калчасем мӗнле шӑтса тухаҫҫӗ-ши тесе канӑҫсӑрланса шухӑшланӑ; ӑна хире тухма ыйтман пулсан та, вӑл унта ҫуркунне пӗрре мар кайса пӑхнӑ.

В те годы он хорошо знал, что где посеяно, тревожился, как всходят хлеба, и, хотя об этом его не просили, не раз за весну наведывался в поля.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Егор, эсӗ хуть ыран-та пулин мала тухма ан тӑрӑш-ха, э?

— Ты бы уж завтра-то, Егор, не лез наперед, а?

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кӗрӳшӗн чӑркӑш ыйтӑвӗсене ытлашши чӗре патнех илмерӗ, ӑна май килнӗ таран лӑпкӑрах, уҫӑмлӑрах хуравлама тӑрӑшрӗ: ыттисем пекех пурӑнатпӑр, мала тухма сӗкӗнместпӗр, малашнехи ҫинчен шухӑшланинчен мӗн тулкки унтан, мӗн пуласси пулӗ, васкас мар.

Не обращая особого внимания на задиристые, въедливые вопросы зятя, старался отвечать ему как можно спокойнее, вразумительнее: живем, как все, наперед не лезем, а загадывать далеко какой толк — чему быть, того не миновать.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени формулӑсем ҫырса тултарнӑ пӗрремӗш тетраде интересленсе уҫса тухрӗ, тепӗрне илчӗ, унтан хунарне струпил ҫумне хучӗ те чӗркуҫленсе ларчӗ, ытларах та ытларах хумханса, страницисене хӑвӑрт пӑхса тухма тытӑнчӗ.

Ксения с любопытством перелистала первую тетрадь, исписанную формулами, подняла другую, потом приставила к стропилам фонарик, опустилась на колени и, все более волнуясь, стала быстро просматривать страницы.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тепӗр кунне урамсемпе тӑкӑрлӑксенче каҫченех пульӑсем шӑхӑрса вӗҫрӗҫ, снарядсем ҫурӑлчӗҫ, ҫавӑнпа Аксинья пӳртрен тухма шикленчӗ.

А на следующий день допоздна по улицам и переулкам свистали пули, рвались снаряды, и Аксинья не решилась выйти из хаты.

LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хыҫалти лавсем пӑрӑнса тухма май пур вырӑнсенче каялла ҫаврӑнчӗҫ, Дон патне Базкинче анас шутпа каллех аслӑ ҫул ҫине улӑхрӗҫ.

Задние подводы, там, где можно было разминуться, повернули назад, снова поднялись на шлях, с тем чтобы спуститься к Дону на Базках.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем ниҫта иртмелле мар ҫӑтӑ кӗпӗрленсе хӗсӗннӗ пирки, вӑкӑрсемпе лашасене тӑварма, урапасене алӑ вӗҫҫӗн кӗпер патне сӗтӗрсе тухма тиврӗ.

Так плотно стиснулись повозки, что потребовалось выпрягать быков и лошадей, на руках вывозить арбы к мосту.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed