Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ахаль the word is in our database.
ахаль (тĕпĕ: ахаль) more information about the word form can be found here.
Вӑл кӗрӳшӗпе йывӑр калаҫу пуҫласшӑн марччӗ, йӑмӑкӗпе ахаль ҫеҫ курнӑҫасшӑнччӗ, вӑл мӗнле пурӑнни-сывланине пӗлесшӗнччӗ те, тавлашмасӑр-тумасӑр, ыррӑн тухса каясшӑнччӗ.

Он хотел избежать тягостного разговора с зятем, просто повидаться с сестрой, узнать про ее житье-бытье и, не затевая спора, мирно распрощаться.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эпӗ ахаль ҫеҫ каларӑм, — терӗ Ксени, ашшӗ унӑн шухӑшне часах туйса илнӗрен именсе.

Я просто так сказала, — смущаясь тем, что отец легко разгадал ее намерение, тихо и примирительно заговорила она.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Йывӑр, ялан асап курса чӑтса пурӑнмалла пурӑнӑҫ Аринӑшӑн ҫакӑн пек хуйхӑллӑ вӑхӑтра анчах йывӑррӑн туйӑннӑ; йӑвӑр инкек куҫ умнех пырса тӑрсан тин вӑл хайне йывӑррине туйнӑ, ахаль чухне нимӗн асапне те туйман.

Забитая подневольная жизнь, терпеливая и трудная, только и чувствовалась Ариной в минуты горя; набежит беда, глянет ей прямо в глаза — вот она и чувствует, что ей больно и тяжело, а все остальное дело обыкновенное.

I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Ҫавӑнпа Матвей юлма шухӑшламан; вӑл ахаль те пӗр вырӑнта пӗр эрне, тепӗр вырӑнта икӗ-виҫӗ эрне кӗтсе тӑра-тӑра пайтах вӑхӑт ирттернӗ, ку вырӑнта тата ҫур ҫӑва яхӑнах кӗтсе пурӑннӑ.

А Матвей и без того уже прожился, дожидаясь то тут, то там, где неделю, где две, а здесь простоял чуть не пол-лета, валяясь, как собака, на грязной земле под тряпичным шатром.

I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

«Хӑранӑ юлма. Пӗр тесен, лайӑх та ку. Кайман пулсан, ҫав-ҫавах казаксем вӗлеретчӗҫ. Ахаль те, мана пула, тем нуша та кӑтартрӗҫ пулӗ-ха…» — шухӑшларӗ те вӑл, пӑртакҫах тытӑнкаласа тӑрса, пӳртрен туйрӗ.

«Убоялась оставаться, да оно и лучше, а то казаки все одно убили бы. И так, небось, за меня трясли ее, как грушу…» — подумал он и, помедлив, вышел.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ху вуласа пӑх, ахаль ӗнентерме ҫук сана… —

Да вот почитай сам, а то ты как раз не поверишь… —

LXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Леш хӗрарӑм пирки те ахаль ҫеҫ кулса каларӑм, унтан куратӑп — ҫиллентӗн кайрӑн эсӗ.

И про бабу шутейно тебе припомнил, а потом вижу — ты чегой-то лютуешь.

LXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ахаль те тӑратпӑр.

— И то держимся.

LXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ахаль атту мӗншӗн-ха!

А то чего же!

LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ахаль те пӑхсах тӑратпӑр.

— И то глядим.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ахаль йывӑр, тата вӑл ав ҫуйӑхать.

И так тяжело, а тут этот визг.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ахаль те каҫа юлтӑмӑр!

И так припозднились!

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ахаль калаҫнӑ чух та пирӗн кӗсел аври ҫамрӑкӗсем пӗр-пӗрне «юлташ» тесе вӗҫкӗнленеҫҫӗ, кӗрт ҫурисем! — хушса хучӗ тепри.

— Даже в обхождении наши молодые-то, сукины дети, неслухменники, один одного «товарищем» козыряют! — вставил другой.

LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Халӗ ӑҫта та пулин Дон хӗрринчи чӑнкӑ сӑрт тайлӑмӗнче, ахаль калаҫура «ҫут» текен ҫаврака ту ҫамки ҫинче, витӗр касакан хӗллехи вичкӗн ҫилсем пӗтӗренсе улаҫҫӗ.

Зимою над крутобережным скатом Обдонской горы, где-нибудь над выпуклой хребтиной спуска, именуемого в просторечье «тиберем», кружат, воют знобкие зимние ветры.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӑмах парӑр ахаль салтака! — хӑрӑлтатса кӑшкӑрчӗ Штокман, аран-аран сывлӑш ҫавӑрса.

Слово рядовому бойцу!.. — прохрипел Штокман, едва переводя дух.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Этеме пурнӑҫ ҫулӗпе утнӑ ахаль те ӗнтӗ кӗске вӑхӑт уйӑрса панӑ, кунта ав ӑна та чакарма тивет…

Тут и так коротко отмерено человеку в жизни пройтись, а тут надо и этого срока лишаться…

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ахаль те тулӑ сирӗн пӳлме туллиех.

— Ить у вас же пшеницы полны закрома.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл бинокльне хучӗ, ӗнтӗ ахаль куҫпах юланутлӑ казаксем Климовка ҫулӗ патнелле ҫӗмрен пек ҫиҫкӗнсе ҫывхарнине, хӑраса ӳкнӗ хӗрлӗармеецсем каялла ҫаврӑнса, ушкӑнпа е пӗчченшерӗн Архиповка хуторӗнчи килсем еннелле чупса кайнине курчӗ.

Он бросил бинокль и смотрел уже невооруженным глазом на то, как стремительно приближается лава к Климовской дороге, как в замешательстве поворачивают обратно и бегут к архиповским дворам кучками и в одиночку красноармейцы.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӑна хирӗҫ кӗрешекен 8-мӗшпе 9-мӗш Хӗрлӗ ҫарсен тылӗнче, Дона ҫӗнсе илес ӗҫри ахаль те йывӑр задачӑна кӑткӑслатса, восстани ахӑрашса туллашрӗ.

А в тылу противостоявших ей 8-й и 9-й красных армий бурлило восстание, бесконечно осложняя и без того трудную задачу овладения Доном.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем хушшинче иртнӗ вӑрҫӑсемпе ҫапӑҫусем ҫинчен, хальхи тӑванпа тӑван, ашшӗпе ывӑлӗ ҫапӑҫакан, тупӑсем вара ахаль куҫпа курмалла мар инҫете перекен вӑрҫӑ ҫинчен татти-сыпписӗр калаҫу пычӗ…

В цепи шли между ними нескончаемые разговоры о прежних войнах и боях, о тяжелой нынешней войне, где сражаются брат с братом, отец с сыном, а пушки бьют так издалека, что простым оком и не увидишь их…

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed