Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӑварӗсене хупласа ҫыхаҫҫӗ те тӗп сакайне чӑмтараҫҫӗ.
Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ват ҫынсем хускалнинченех сисет Ухтиван: ку — тӗп калаҫу.
Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Леш енне темиҫе тӗп хурӑн лартнӑ, ку енче — ватӑ хурама.На той стороне шелестят листочками березки, а на этой стороне — старый великан вяз.
Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Павӑл икӗ тӗп сухана пӗр сӑмахсӑрах ҫисе ярать.
Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Павӑл Ухтиван ҫине ҫав тери пысӑк япала ҫине пӑхнӑ пек кӑшт ҫӑварне карса та алчӑраса кайса пӑхса тӑнӑ хушӑра Ивук ҫенӗке кӗрсе тухрӗ, пахчана кайса темиҫе тӗп сухан ҫӑлса килчӗ.
Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Вӑл «тӗп чӑваш»: хуп-хура ҫӳҫлӗ, анчах ҫутӑ мар, темле тӗксӗм, кутамас.Внешность — коренная чувашская: смоляные волосы, но не блестящие, а какие-то тусклые, сам приземист.
Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Халӗ юлашки темиҫе тӗп те йыт пырши пек кӑна; шучӑ тӑрӑх икӗ чавса ҫӳллӗш хӑпарнӑ та малалла ӳсме хевте ҫитереймесӗр пуҫӗсене ҫӗрелле уснӑ.
Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Юрать-ха, уй хӗрринче пӗччен пуранакан Хветуҫ кинемейӗн тӗп сакайӗнче пӗр пӗчӗк кавӑн сыхланса юлнӑ.
Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.
Темле тӗп шухӑш пур-тӑр унӑн, Анчах сӑмахӗ такӑнать.
XXXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Пӗрне улпучӗ пусмӑрланӑ, Кӑна-мӗн сутнӑ салтака Е хӗр чысне куштан вӑрланӑ, Чинри тӗп тунӑ алмака.
XXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ҫав тӗтрене сирсе тухасчӗ, — Унта тухма тӳр ҫул тупасчӗ, — Емӗтрине курма, пӗлме, Тӗп вырӑнне пат тӗллеме.
XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Улпут ҫуртне вӑл ҫунтарсассӑн, Киммисене те ҫаратсассӑн, Каланӑ халӑх: «Пирӗн тар, Ҫунтар, тӗп пултӑрах, ҫунтар».
X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Вӑл саншӑн чикӗсӗр тӗп мул; Ӑшри пӑрна ҫав ирӗлтерӗ.
VIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Пирӗн тӗп ӑрушӑн — Синкер, вӑл ӗмӗрлӗх инкек, — Ах, калама та пит хӑрушӑ, — Тахҫан вӑл кӑларать тинке.
VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Тӗп кӗрешсем Ҫӗре ӳкес пек тайӑлаҫҫӗ.
IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Тӗп вӑрттӑн шӑтӑка тупсан та, Кӗрсе лараймӑн-ҫке ӑшне.
III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Йывӑрлӑхсем ҫинчен калаҫаҫҫӗ, ытти икӗ колхозӗ чухӑнраххи ҫине кӑтартма пӑхаҫҫӗ, анчах тӗп шухӑшӗ пӗрре: пӗрлешмелле.
XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Вӑл манӑн сӑмах майӗн тухса кайрӗ, тӗп сӑлтав, паллах, унта мар.
XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Колхозсем пурте пӗрех — вӗсенче пуринче те тӗп ӗҫ хатӗрӗсене пӗрлештернӗ.
XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хӑйне пӗр-пӗр каччӑ техникӑпа ҫӗнтерессинчен хӑрамасӑрах Галимджан темиҫе ҫынна Мӗтри меслечӗпе ҫӑтӑр-ҫатӑр тытса парӑнтарчӗ, унӑн тӗп ӗмӗчӗ Мӗтрие улталасси пулчӗ, — ҫавӑ тӗрӗс мар шутлатӑр, ҫавӑ ӑна кӗрешме пӗлмен ҫын вырӑнне хутӑр.
XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.