Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑнакан the word is in our database.
пурӑнакан (тĕпĕ: пурӑнакан) more information about the word form can be found here.
Чӑваш Енри халӑхсен Аслӑ Пухӑвӗ /вӑл авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртрӗ/ республикӑра тӗпленсе пурӑнакан 120 ытла халӑх представителӗпе сакӑр этника ушкӑнӗшӗн, иккӗленӳ ҫук, ахаль мероприяти ҫеҫ пулмарӗ.

Help to translate

Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Уйӑхлӑха хутшӑнакансен продукцине инвалидсем, нумай ачаллӑ ҫемьесем, пенсионерсем пурӑнакан ҫуртсене тӳлевсӗрех турттарма 4 автомашина уйӑрнӑ.

Help to translate

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Иккӗмӗшне Комсомольски, Муркаш, Вӑрмар районӗсенчен фермер тата кил хуҫалӑхӗсенчен килнӗ, 9,45 тонна сутнӑ, «Коммунальные технологии», «Инженерная защита», «Горсвет» предприятисен автомашинисемпе тупӑш сахал илекенсем пурӑнакан ҫуртсем патне пахчаҫимӗҫ ҫитерсе панӑ.

Help to translate

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ентешӗсен ячӗпе Турханкасси ялӗнче пурӑнакан Борис Марков Михаил Игнатьева, строительсене чӗререн тав турӗ.

От имени земляков житель деревни Сотниково Борис Марков от всего сердца поздравил Михаила Игнатьева, строителей.

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Пӗр ҫуртра пурӑнакан ывӑлӗ хаяр шӗвекпе туслашиччен, хӑйне усал аллине сутиччен.

Help to translate

Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11

Анчах вӗсене эпир пурте — тренерсемпе физкультура учителӗсем ҫеҫ мар — мӗн пур шайри ертӳҫӗсем, районта пурӑнакан кашни ҫын пӗр пулса тӑрӑшсан, татса пама пултаратпӑр.

И эти вопросы мы можем решить только тогда, когда все сплотимся - не только учителя физкультуры, но и руководители всех слоев, все жители нашего района.

Мӗн пур ҫынсен уявӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.07

Августӑн иккӗмӗш шӑмат кунӗ — Раҫҫейре пурӑнакан ҫынсемшӗн пысӑк уяв — Физкультурник кунӗ.

Вторая суббота августа - большой праздник для россиян - день Физкультурника.

Мӗн пур ҫынсен уявӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.07

Кӗҫӗн Каҫалта пурӑнакан Николай Иванович Браницына ялта ҫеҫ мар, районта та аван пӗлеҫҫӗ.

Help to translate

Тинӗссем тӑрӑх, хумсем ҫийӗн // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Ултавҫӑ 2016 ҫулхи апрель- июнь уйӑхӗсенче Чӑваш Республикинче пурӑнакан кӗсье телефонӗсем ҫине банк карттин ӗҫне чарса лартнине пӗлтерекен СМС-хыпарсем янӑ.

Help to translate

Айванлӑха пула ултавҫӑсен тыткӑнне лекеҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26

- Ку чухне кӑнтӑр регионӗсенче пурӑнакан ырӑ мар шухӑшлӑ ҫынсем тӑтӑшрах пирӗн граждансен шучӗпе пуясшӑн.

Help to translate

Айванлӑха пула ултавҫӑсен тыткӑнне лекеҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26

- Пирӗн республикӑна Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнче пурӑнакан ултавҫӑсем «тапӑнаҫҫӗ», - лару-тӑрупа паллаштарать вӑхӑтлӑха «К» пайӗн начальник тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пыракан Валерий Чернов.

Help to translate

Айванлӑха пула ултавҫӑсен тыткӑнне лекеҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26

Пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнакан ҫемьесене палӑртма та манмарӗҫ уявра.

Help to translate

Чуна ҫывӑх тӑван ялӑм // Марина ЛЕОНТЬЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02

Ҫакна Сатлайка ялӗнче пурӑнакан Александр Ерофеев, Геннадийпе Дина Николаевсем, Александрпа Юрий Борисовсем, Лариса Евдокимова, Елена Алексеева, Светлана Мукина тивӗҫрӗҫ.

Help to translate

Чуна ҫывӑх тӑван ялӑм // Марина ЛЕОНТЬЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02

Нумаях пулмасть Муркаш районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм та суя-экстрасенсран шар курнӑ.

Help to translate

Хуйхӑпа усӑ курса чике тӑршшӗ лартса хӑвараҫҫӗ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2838.html

Ҫав кун самолет ҫине лекеймен пирки Кӑнтӑр поселокӗнчи Магницки урамӗнче пурӑнакан Юрий Илларионович патне ҫӗр каҫма кӗтӗм.

В тот день не попав на самолет зашел на ночлег к Юрию Илларионовичу, живущему на Магницкой улице Южного поселка.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Эпӗ каҫалапа хамӑртан икӗ ҫурт урлӑ анаталла пурӑнакан Александр Лазаревич хӗрӗ Укахви патне кайрӑм.

Ближе к вечеру я пошел к дочери Александра Лазаревича Агафье, живущей от нас на два дома ниже.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Кришана Литюксен ялӗнче пурӑнакан юлташӗ хӑй ҫуралнӑ кунне чӗннӗччӗ.

Друг Гриша, живущий в одной деревне с Лидией, позвал на свой день рождения.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Кӳршӗре пурӑнакан пӗччен хӗрарӑмпа ҫыхланса ялтан тухса кайнӑ.

Связавшись по соседству живущей одинокой женщиной уехал с деревни.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Ҫакнашкал йывӑр лару-тӑрура пурӑнакан ача пирки шкул та, ял тӑрӑхӗн администрацийӗ те пӗлнӗ, анчах нимӗнле профилактика ӗҫӗ те ирттермен.

Help to translate

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Ачасене мӗн пӗчӗкрен ҫакна ӑнлантарма, хӑйсем пурӑнакан, вӗренекен вырӑна юратчӑр тесе пур майсем те туса пама тӑрӑшнӑ.

Help to translate

Ҫур ӗмӗрхи сӑнӳкерчӗк // Валентина ТРОФИМОВА. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed