Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кашкӑр the word is in our database.
кашкӑр (тĕпĕ: кашкӑр) more information about the word form can be found here.
Хӑйсем ҫине ытлашши шанса вӗсем Тумӑрсан кашкӑр йӑлине манса кайнӑ.

Чересчур уверовав в свою безнаказанность, они забыли волчий закон Тумырзы и здорово просчитались.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑй мӗнле чӑрсӑр пулсан та Шахрун аслашшӗ кашкӑр йӑлисене ҫирӗп тытнӑ: ҫывӑх ялсенче вӑл никама та тӗкӗнмен, ҫаратман.

Несмотря на безграничную алчность, дед Шахруна крепко держался волчьих законов: грабил в отдаленных местах и не трогал соседних деревень.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кашкӑр пӗр еннелле — малалла пӑхать, ҫав вӑхӑтрах айккинчисене те, хыҫалтине те курать те, туять те.

Волк смотрит всегда в одну сторону — вперед, но видит и чует все по бокам и сзади.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шахрун утти кашкӑр уттине аса илтернӗ.

Походка Шахруна напоминала волчью.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

(Тахҫан, Ухтиван пӗчӗкрех чухнех, Мултиер пӗр мӑшӑр качака туяннӑччӗ, качакине ҫав ҫулах кашкӑр тытса ҫине, таки — хӑтӑлса юлнӑ).

Когда-то давно, Ухтиван был еще мальчонкой, Мульдиер обзавелся парой коз, но козу в тот же год задрал волк, а козлу удалось спастись.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫил тухать те ҫил каять, Выҫӑ кашкӑр пек ӳлет.

Help to translate

Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Выҫ кашкӑр евӗр тӑшман урчӗ Ҫине тӑрсах вӑл тапӑнать.

Help to translate

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Салхуллӑ кун Ишутӑн пулчӗ, Ҫӳрерӗ кашкӑр пек урса.

Help to translate

XXVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл сисрӗ: кашкӑр — ҫын юлташӗ, Вӑл туйрӗ: пурнӑҫ улшуҫра — Сутать-илет ӑна пайташӑн…

Help to translate

XVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ухтер вӑл кашкӑр: чунӗ хытӗ; Пире хуҫма тара та тытӗ.

Help to translate

VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӑшра ун вӗчӗ — Вӑл халь те кашкӑр, те хӗрен.

Help to translate

VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кавруҫӑн ӑшӗнче кашларӗ Ҫил-тӑвӑл кашкӑр пек урса…

Help to translate

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Йӗри-тавра пӑха-пӑха Уҫланкӑна пӗр кашкӑр тухрӗ.

Help to translate

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Теплере пӗрре вӗсем чарӑнса хартлатса илеҫҫӗ — ҫеҫенхирти ҫул урлӑ кашкӑр чупса каҫать.

Help to translate

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кашкӑр ҫӑварне лекмерӗҫ, шӑп вӑл килес умӗн тухса кайрӗҫ.

Help to translate

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тихаллӑ кӗсререн кашкӑр юлать-и?

Help to translate

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗре пӗлмен йытӑ яла кашкӑр кӳнӗ тесе ахаль каламан ҫав.

Help to translate

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кашкӑр ҫӑварне лекмен нӗрсӗр чун! — терӗ вӑл.

Help to translate

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кашни ҫул темиҫе сурӑх кашкӑр ҫӑварне лекет.

Help to translate

4. Тимӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫӑварне пӑх-ха, — кашкӑр пуҫне Иштерек пичче патнелле тытса пӑрать Северьян.

Help to translate

4. Тимӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed