Шырав
Шырав ĕçĕ:
Куҫҫулленчӗ те пуҫне пӑрчӗ, куҫӗсене сӑмса тутрипе шӑлма пуҫларӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Шӗвӗрккесенчен пӗри ҫак самантрах ахӑлтатса кулса ячӗ, калпакӑма манӑн сӑмса ҫинех антарса лартрӗ те ҫӑра уҫҫине чӑнкӑртаттарчӗ, вара: «Кунта кӗпӗрнаттӑр пурӑнать!» — тесе кӑшкӑрчӗҫ те пурте ҫухалчӗҫ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.
Жипӑн сӑмса шӑтӑкӗсем урмӑшса сарӑлнӑ, вӑл ашшӗ ҫине тӗмсӗлсе пӑхать, кӗскен елпӗрсе кулать.Ноздри у Жипа бешено раздувались, он пристально посмотрел на отца и коротко рассмеялся.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.
Каярахпа, тепӗр пӑрӑнчӑкран иртсен, Орт аллине сӑмса тутрипе ҫыхса лартрӗ те анӑҫалла пӑхрӗ.На отдалении, миновав другой поворот, он наспех перевязал руку платком и посмотрел на солнце.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Кист аялалла тӗтреллӗн тинкерчӗ, унтан, ӳкесрен хӑй те аран-аран тытӑнса юлса, каялла шуса чакрӗ, аллине сӑмса тутрипе туртса ҫыхрӗ.Кист взглянул вниз; затем, еле удержавшись от падения сам, отполз и перетянул руку платком.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 141–146 с.
Драгунсен затворӗсем шалтлатрӗҫ, анчах кӗпҫисем усӑнчӗҫ; француз салтакӗ пуҫӗ ҫийӗн сӑмса тутрипе сулкалашать.Щелкнули затворы драгун, но дула опустились; француз стал вертеть над головой носовой платок.
Хушу — ҫар валли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 81–84 с.
Лӳчӗркенӗ сӑмса тутрисем, атӑ щеткисем, кӗнекесем, ванчӑк савӑт-сапа, рамкӑсемпе фотографисем, тусанпа хупланнӑ ытти нумай-нумай япала пысӑк сентре ҫинче — тетрадьсемпе блокнотсен, кантрапа ҫыхса хунӑ тӗрлӗ-тӗрлӗ хут татӑкӗсен хушшинче — йӑваланса выртаҫҫӗ; хӑвӑрт шӑртланакан, сапаланчӑк Дрэп йӗркеллӗ хут тупассишӗн вӗтеленнӗ самантсенче хӑйне ӑнсӑртран пырса ҫапакан шухӑшӗсене ҫак татӑксем ҫине ҫыра-ҫыра хурать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.
Маларах та, каярах та мар, шӑпах патетика самантӗнче, — сӑмса тутрине куҫҫульпе шӑвармашкӑн Вениамин аллине куҫлӑхӗ патне малтанах тытрӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.
Ҫитсен те алӑкне сӑмса умӗнчех шакӑрт питӗрсе хурӗҫ…
Ял кӳлли аслӑ // Василий Алентей, А. Андреев. «Капкӑн», 1962, 1№.
Унти йӗрсем шыв юхӑмӗ пек кумаҫҫӗ; нӑшлатакан, ҫӑмламас пысӑк сӑмса шӑтӑкӗсене тата ҫав тери хитре мар, ҫав вӑхӑтрах кӑмӑллӑ физиономи ӗренкинчи акӑш-макӑш темӗнле ҫӑмӑлттайлӑха-ҫиллӗхе ҫеҫ ас туса юлтӑм.
Уы-Фью-Эой ҫул ҫӳревҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 377–380 с.
Чул сарнӑ ҫул, улма-ҫырла хуппипе, улӑмпа тата хаҫат таткисемпе ҫӳпӗленсе пӗтнӗскер, хунар юписен тӗпӗсене ҫап-ҫутӑ ҫаврашкасемпе ытамланӑ; ҫынсем кумаҫҫӗ; сӑмса кӑкӗ таранччен пӗркеннӗ ҫӳллӗ хӗрарӑмсем вӑраххӑн иртеҫҫӗ; вӗсен нӳрӗ йӑлтӑрккапа карӑннӑ хура куҫӗсем йӑлӑхтармӑш чӑптапа ҫарамас ачасен кӗтӗвӗ патне тата апельсин шывне ӗҫнӗ май сухалне шӑлкаласа ларакан таса мар автан — ҫемье автанӗ — патне васкаҫҫӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Роз, Гнор хыҫӗнче тӑраканскер, ӑна хул пуҫҫинчен ҫирӗппӗн ярса тытрӗ, унтан кӗсйинчен сӑмса тутри кӑларчӗ те хӑлхана ҫурасла шӑнкарчӗ; вӑл хавасланса кайрӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
— Пассажирсене ҫинҫе ураллӑ, батист сӑмса тутриллӗ капӑрчӑксем турттарччӑр; «Тинӗс шӑрчӑкӗ» ҫинче эпӗ капитан чухне вӗсем валли пушӑ вырӑн тупӑнмасть.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Шыва ывӑҫларӗ те ӑна пичӗ ҫине сапрӗ, сӑмса тутрипе шӑлӑнчӗ, унтан юхан шывӑн чӗтренчӗк тӗкӗрӗ ҫине пӑхса ҫӳҫне тирпейлерӗ, ҫыран хӗрринчи сӑрт тӑррине хӑпарчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
— Турӑҫӑм, каҫарсам Дюка! — мӑкӑртатрӗ ватӑ ача фуляр сӑмса тутрипе шӑнкарса.— Боже, прости Дюка! — бормотал старый ребенок, сморкаясь в фуляровый платок.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Ҫакна пӗтӗмпех сасӑпах макӑрса парсан, унта кӑштах, тен, кулӑшла, ҫапах таса туйӑмлӑ хуйхӑ та пулчӗ-тӗр, Дюк капитан йӑрӑм-йӑрӑм сӑмса тутри кӑларчӗ те хыттӑн шӑнкарчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Пӗчченҫӗ те выҫӑ ҫынсен калаҫӑвне итлер, мӗншӗн тесен пӗлтерӗшлех мар сӑмахсенче сӑмса ҫинче ҫакӑнса тӑракан паллӑ мар пуласлӑх умӗнчи теветкеллӗх хӗлхемӗпе хӑрав ҫулӑмӗ сисӗнме пултараҫҫӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 177–180 с.
Унта сирӗн сӑмса шӑтӑкӗсене пирӗштисем хӑйсен ҫунаттисемпе кӑтӑклаҫҫӗ тейӗн.Как будто ангелы щекочут в вашем носу концами своих крыльев.
«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.
Валет аллинчи пирусне сӑмса патне илсе пычӗ, киленсе шӑршлакаларӗ, унтан каялла хучӗ те, хаш! сывласа, портсигарне шалти кӗсйине ярӑнтарчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сӑмса ҫавӑнтах шӑтӑка вӑшт! кӗрсе ҫухалчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.