Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтмен (тĕпĕ: кӗт) more information about the word form can be found here.
— Тӗрӗслӗх, Егор Матвеевич, пӗрре ҫеҫ пулать — партилле тӗрӗслӗх! — кӗтмен ҫӗртен кровать ҫинчен сасӑ пачӗ Ксени, вӗсене хӑй ҫывӑрманнипе тӗлӗнтерсе.

— Правда, Егор Матвеевич, бывает одна — партийная! — неожиданно подала свой голос с кровати Ксения, и все удивились, что она не спит.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Корнейӗн чӗри хӗссе килчӗ, ӑна нумай пулмасть кунта кӗтмен ҫӗртен ҫакӑн пек килсе кӗме юрассипе юрас марри ҫинчен шухӑшласа иккӗленсе тӑнишӗн лайӑх мар пулса кайрӗ.

У Корнея сжалось сердце, ему стало совестно, что еще недавно он колебался и раздумывал над тем, стоит ли ему вот так негаданно являться сюда.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Иртсе кайнӑ вӑхӑта ним кӗтмен ҫӗртен аса илни ӑна тӗлӗнмелле ыррӑн туйӑнчӗ, — ун чухне Ксени тавра кунсеренех темӗн чухлӗ хӗрсемпе тус-юлташӗсем шавланӑ-ҫке-ха!

Было что-то удивительно трогательное в этом нежданном возврате к тем неповторимым временам, когда вокруг нее каждый день шумел родной курс!

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Нивушлӗ анне кӗтмен мана?

«Неужели мамаша не ждала меня?

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫав пӗрле хутӑшса кайнӑ нумай тӗрлӗ шӑв-шав ытла та кӗтмен ҫӗртен тапраннипе хуторти йытӑсен сассисем хӑрӑлтатакан пуличчен вӗрчӗҫ.

Так необычен был этот многообразный и слитый гомон, что хуторские собаки окончательно охрипли от бреха.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дарья, пӑшал автанне майӗпен хыпашласа, хӑштах тӑхтаса тӑчӗ те унтан сасартӑк, хӑй те кӗтмен ҫӗртен, пӗтӗм вӑйран пӳрнипе пусрӗ.

Дарья помедлила, осторожно нащупывая спуск, и вдруг, неожиданно для самой себя, с силой нажала его.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ача макӑрнипе, вӑл чуна ыраттармалла шелленине кӑмӑлӗ ҫемҫелнӗ Иван Алексеевичӑн та кӗтмен ҫӗртенех куҫҫулӗ пӑчӑртанса тухрӗ; ватса пӗтернӗ, юнӑхса кӳпченӗ тутине тӑварлӑ тумламсем чӗпӗтсе кайрӗҫ.

И у Ивана Алексеевича, тронутого детским плачем, ребячьей волнующей жалостью, навернулась непрошеная слеза, посолила разбитые, спекшиеся губы.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл карттусне картах ҫамки ҫине пусса лартрӗ, сӳсленчӗк чӑпӑрккине ҫаплах ҫилӗллӗн выляткаласа, сӑмахлама тытӑнчӗ те, сасси кӗтмен ҫӗртенех ҫемҫен те асӑрхаттаруллӑн тухакан пулчӗ:

Рывком нахлобучив фуражку, все еще люто поигрывая махорчатой плетью, заговорил, и в голосе его появились неожиданная мягкость и предупредительность:

LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Калатӑп ҫакна: «Алешка, — тетӑп, — хырӑмсарлӑха пушатас марччӗ сан, атту, ун пек-кун пек япаларан турӑ ҫӑлтӑр та, лар те пӗр кӗтмен ҫӗртен хӑвӑрт тармалла килсе тухсан, хӑвӑн чӑлах аллупа ӑҫтан ӑна, хырӑмсарлӑха, хытарса ӗлкӗрӗн?» — тетӗп.

Я ему говорю: «Алексей, ты бы подпруги-то не отпущал, а то, не дай бог такого греха, прийдется естренно выступать, а ты когда ее подтянешь, подпругу-то, своей калекой-рукой?»

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хытхура чӑштӑртатни тата мӑш-мӑш сывлани ҫывхарнӑҫем ҫывхарать, акӑ ӗнтӗ ҫак сасӑсем кӗтмен ҫӗртен Выпряжкин умӗнчех илтӗнме пуҫлаҫҫӗ.

Шорох бурьяна и сопение нарастают и неожиданно звучат вот, возле самого Выпряжкина.

XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан Григорий ӑнсӑртран килсе тухма пултаракан пӑтӑрмахсемпе хӑйхи планне пурнӑҫлама кансӗрлекен кӗтмен чӑрмавсем пирки йӑлтах виҫсе-шухӑшласа пӑхрӗ те, икӗ стакан сӑмакун ӗҫсе, хывӑнмасӑрах кравать ҫине выртрӗ, пуҫ ҫинчен шинель аркипе витӗнсе, вилнӗ пек ҫывӑрса кайрӗ.

И Григорий, тщательно проверив и прикинув в уме все возможные случайности, все, что непредвиденно могло помешать осуществлению его плана, выпил два стакана самогонки, не раздеваясь повалился на койку; покрыв голову влажной полой шинели, уснул мертвецки.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан каллех вара малтан курнӑ майлӑ, Вешенскине кӗтмен ҫӗртен килсе тухнӑ ҫак офицерпа пӗрремӗш хут тӗл пулнӑ чухнехи пек, Григорий чунӗпе темле пӑлханса ӳкрӗ, сӑлтав ҫук ҫӗртенех тарӑхса кайрӗ.

И снова, как вначале, при встрече с этим неожиданно появившимся в Вешенской офицером, Григорий почувствовал какую-то тревогу и беспричинное озлобление.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ним кӗтмен ҫӗртен пуҫланнӑ тавлашӑва подполковник Георгидзе пӳлчӗ.

Спор, так неожиданно возникший, прекратил подполковник Георгидзе.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий куҫҫульне шӑлса илчӗ, кӗтмен асаилӳпе ҫуралнӑ лӑпкӑ куллине сирсе, васкасах хӑйсен хапхи еннелле утса кайрӗ.

Григорий смахнул слезу и тихую улыбку непрошеных воспоминаний, торопливо пошел к своим воротам.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий пӗр кӗтмен мыскара пулса иртрӗ.

Произошло то, чего никак не ожидал Григорий.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫак самантра вара пурте, пӗр кӗтмен ҫӗртен, унӑн тӑм илсе хуралнӑ питҫӑмартийӗсем ҫинчи куҫҫуль тумламӗсене асӑрхарӗҫ.

И все неожиданно увидели на обмороженных, почерневших щеках его слезы.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӗтмен, тетӗн апла, Григорий?

— Не ждал, говоришь, Григорий?

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗр ҫапӑҫура вӑл хӗрлӗармеецсене — тип ҫырма юппинчен кӗтмен ҫӗртен чупса тухнӑскерсене, — тата тепӗр хут, питӗ ҫывӑхран курчӗ.

Еще раз как-то в бою почти в упор натолкнулся он на красноармейцев, неожиданно высыпавших из отножины буерака.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий хӑйӗн чӗри пӗр кӗтмен ҫӗртен хускатса янӑ пек хиврен кӑртлатса илнине туйрӗ…

Григорий почуял, как, сорвавшись, резко, с перебоем стукнуло его сердце…

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лаҫра каҫхи апат хатӗрленӗ хушӑра вал Аксинья кӗтмен хыпара илтсе хӑраса кайни, ун пирки тӗплӗн ыйта-ыйта пӗлни, анчах Степан патне тем парсан та таврӑнма килӗшменни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Собирая вечерять в летней стряпке, рассказывала, что Аксинья испугалась нежданной вести, много расспрашивала о нем, но вернуться отказалась наотрез.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed