Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗр варринче тахӑш казак таҫтан мурӗнчен ансӑр мӑйлӑ икӗ вӑрӑм тӑм кӑкшӑм ҫӗклесе пычӗ; вӗсен хырӑмӗсем ҫинче ҫурри ҫӗрӗшнӗ этикеткӑсем кӑшт ҫеҫ палӑраҫҫӗ, сӗркӗчленӗ пӑккисен чие ҫырли тӗслӗ сӗркӗч пичечӗсем айӗнчен тӑхлан пломбӑсем йывӑррӑн усӑнса тӑраҫҫӗ.
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫил чие ҫулҫисем ҫинчен чӳрече янаххи ҫине сывлӑм куҫҫульне силлесе тӑкрӗ; кайӑксен сассисем, ӗнесем макӑрни, кӗтӳҫӗн вӑрӑм пушши ҫине-ҫинех шартлатни илтӗнсе тӑчӗ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тӳпере тул ҫути ӳкичченех тип ҫиҫӗм ялтлатса ҫиҫрӗ, чие пахчинче мӗн шурӑ шуҫӑмччен шӑпчӑксем авӑтрӗҫ.До рассвета полыхали на небе зарницы, до белой зорьки гремели в вишневом саду соловьи.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ачан тулли пит ҫӑмартийӗсем пиҫсе ҫитнӗ чие ҫырли пек пулса кайрӗҫ, вӑл пуҫне усрӗ, анчах Корней, янахран тытса, ун пуҫне ҫӗклерӗ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Кӑшт курпунтарах, ҫыпӑҫусӑртарах Синев, чие ҫырли тӗслӗ Ленин кӗнекине уҫкаласа, васкамасӑр ура ҫине тӑчӗ.Листая вишнево-темный томик сочинений Ленина, Сипев не спеша поднялся, сутуловатый, нескладный.
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пробатов, кулкаласа, ҫул ҫӳрекен чӑматан умне чӗркуҫленсе ларчӗ, унтан хутпа чӗркенӗ тӗрке кӑларчӗ те, сӑрланӑ урайне ун аллинчен пиҫсе ҫитнӗ чие ҫырли тӗслӗ, пас тытнӑ евӗрлӗ пурҫӑн йӑшӑртатса ӳкрӗ.
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Чие сачӗсем хушшине вӑрттӑн пытанса ларнӑ пек курӑнакан хуторӑн тӑнӑҫ чӗмсӗрлӗхне урапа кустӑрмисем чӗриклетнӗ, лашасем тулхӑрлӑ, сурӑхсем чӑхлатса ӳсӗрнӗ, ӗнесем мӗкӗрнӗ, ача-пӑча йӗнӗ тата тифпа чирленисем — вӗсене те пӗрле илнӗ — йынӑшнӑ сасӑсем хупласа хучӗҫ.
LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫыруне шӗветнӗ чие сухӑрӗпе ҫыпӑҫтарса Прохор Зыкова пачӗ.Записку заклеил жидким вишневым клеем, передал Прохору Зыкову.
LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӗрарӑм стаканпа сивӗ чие шывӗ илсе пычӗ те, кравать ҫине пырса ларса, Григорий ҫывӑрса кайичченех унӑн тӑрмаланчӑк ҫӳҫне ҫупӑрла-ҫупӑрла ачашларӗ.
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тӑтӑшах тӗл пулакан чие тӗмӗсемпе улмуҫҫисен армак-чармак тураттисем хушшинчен хӑй ҫути саррӑн курӑнса кайрӗ, ҫӑлтӑрлӑ тӳпе ытамӗнче тӑррине хӑмӑш витнӗ пысӑк пӳрт мӗлки уҫҫӑн тухса тӑчӗ.
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорий Прохорпа пӗрле пӗр минут пулӗ, улӑмпа утӑ кабанӗсем патӗнчен ҫаврӑнса, ура айӗнче кантӑк пек чанклатакан пӑрлӑ чие сачӗпе пычӗ.
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унтан тӳрех аялтан, чие сачӗсемпе шыв хӗрринчи хӑвасен ҫӑра чӑтлӑхӗсем хушшинчен, унта-кунта «ура» кӑшкӑрни, винтовкӑсемпе кӗрӗслеттере-кӗрӗслеттере пени илтӗнсе кайрӗ.
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӑй чие хуппи пек хӑмӑр та типӗ тутине хурлӑхлӑн мӗкӗлтеттерсе калаҫать.Она горестно жевала коричневыми и сухими, как вишневая кора, губами.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӑкӑрӗ чӗп-чӗр юнах: ун ҫинче пиҫсе ҫитнӗ чие ҫырли карҫинккине пусса лапчӑтнӑ тейӗн.
XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Чие ҫулҫи ярса вӗретнӗ чейпе хӑналаннӑ хыҫҫӑн, Штокман, кӑштах канса илме тесе, сак ҫине выртрӗ.После чая из отвара вишневых листьев Штокман прилег на лежанку.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ӗнтӗ чуна ҫурхи кунсен ӳсӗртсе яракан сӗлкӗшлӗ шӑрши савать, садсем чие йывӑҫҫисен нӳрӗ шӑршипеле сывлаҫҫӗ.Уже манило пьяным ростепельным запахом весны, в садах пахло вишенником.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Мирон Григорьевич, талӗ тирӗ пек хӗрлӗ сухалӗ айӗпе кулкаласа, чие хуллинчен тунӑ чӑпӑркка аврине вылятса илчӗ; ахӑртнех, чунӗ лӑпланчӗ пулас, сӑмаха урӑххи ҫине куҫарчӗ:
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Мишкӑсен пӗчӗкҫӗ пӳрчӗн ҫивиттийӗ, ҫил силлентерсе тӑракан шӑнкӑрч вӗлли тата ун ҫумне ҫыхса хунӑ типӗ чие туратти курӑнса кайрӗ.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Мейӗр, пушшине те илӗр эппин!.. — Вӑл, аллипе хаяррӑн сулса ярса, чие хуллинчен тунӑ пушӑ аврине шыв куҫӗн варрине вӑркӑнтарчӗ.Нате ж вам и кнут!.. — он отчаянно размахнулся, кинул на середку полыньи вишневое кнутовище.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Аксинья курнӑ-курман палларӗ ӑна, хӑйӗн чие ҫырли пек хӗрлӗ тутине ҫӑтӑ ҫыртрӗ те, кӗлеткине ахаль ҫӳренӗ чухнехи пек мар тӑп-тӑп тытса тата юр пек шурӑ ӳтлӗ ҫара чавсисене вӗттӗн чӳхентерсе, шалалла кӗрсе кайрӗ.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.