Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑруках (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Тӑруках катса тӗшӗлеме ҫук.

Help to translate

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар тӑруках каламарӗ, кӑштах шухӑшласа ларчӗ.

Help to translate

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тата ӑна акса-вырса, ҫапса-кӗртсе памалла, — тӑруках хӑюланса кайрӗ Мӑҫтук.

Help to translate

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан тӑруках ҫирӗп сасӑпа калаҫма пуҫларӗ.

Help to translate

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Кашкӑр вӑл сан пек ухмах мар, хӑйне тӑруках чиктерес ҫук.

Help to translate

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Сергей, эс ухмах темӗн-и мана? — тӑруках улшӑнса ыйтрӗ хӗр.

Help to translate

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вова тӑруках илме именсе тӑчӗ, унтан, тен, ҫӗрулмине те парӗ тесе, пашалу татӑкне аллине илчӗ, пӗр ҫӑвар ҫыртса, чӑмлама пуҫларӗ, часах каялла сурса кӑларчӗ.

Help to translate

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Така тӑруках ҫаврӑнса тӑчӗ, пуҫне пӗкӗртсе, сухалне мӑйӗ ҫумне хӗссе, асар-писер мӑйракаллӑ ҫамкине малалла турӗ, ҫирӗп урисем ҫине хытӑ тӗревленсе, пӗрре хӗрлӗ, тепре ҫутӑ курӑнакан куҫӗсене хуҫи ҫине тӗллерӗ — Микуль те, ыттисем те тапах чарӑнса тӑчӗҫ.

Help to translate

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах самӑр кушакӗ тӑруках ҫиесшӗн пулмарӗ-ха.

Help to translate

Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Утӑ ҫулнӑ ҫӗрте пӗр тӑруках пилӗк-ултӑ ял халӑхӗ ӗҫлет.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Виҫҫӗмӗш кунӗнче вара ак сире валли, усалсем, тесе кӗлет умне пӗр тӑруках икӗ мулкач ывӑтрӗ.

Help to translate

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ княҫпа ун воеводисен умне пӗр тӑруках икӗ тӗрлӗ йывӑр ӗҫ тухса тӑчӗ: Мускав хӑратма пӑхакан Девлет-Гирее те хӑваласа ямалла, ҫавӑнпа пӗрлех палӑртса хунӑ похода та тепӗр вӑхӑта хӑвармалла мар.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗттӗм пулас умӗн леш енче пӗр тӑруках темиҫе сулӑ курӑнса кайрӗ.

Help to translate

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн каҫа хирӗҫ сӗкӗнсе кӗретӗн? — пӗр тӑруках темиҫе ыйту пачӗ улан.

Help to translate

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑш ҫулхинеччӗ-ха, вырӑссем нухайсенчен пӗр тӑруках аллӑ пин лаша туянчӗҫ.

Help to translate

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр тӑруках икӗ ҫынна, калама ҫук хаклӑ ҫынсене ҫухататӑп эпӗ.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ма вара? — тӗлӗнчӗ хӗр, темшӗн тӑруках хӗрелсе.

Help to translate

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Зоя тӑруках ответ памарӗ.

Зоя ответила не сразу.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

— Эппин, эсӗ пӗр тӑруках пуп та, арман хуҫи те пуласшӑн.

Help to translate

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пире хурал тӑракан Нимӗҫсене-мурсене Тытӑнчӗҫ пӗр тӑруках Йӑвантарма ҫӗр ҫине.

Help to translate

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed