Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ ӑна ҫурт тӑррине те илсе хӑпаратӑп, ҫавӑн пекех дежурнӑй пулман кунсенче, тревога-мӗн тухсан, хӳтлӗхе аннӑ чух та хамран хӑвармастӑп.Я его и на крышу брала, и в укрытие носила во время тревоги, если не была дежурной.
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Океан урлӑ вӗҫсе тухсан пӑрахмӑн-и мана?
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах, ыйӑхлӑн тӑнк-танк утакан ачасемпе пӗрле Белорусски вокзал ҫумӗнчи метроран тухсан, эпӗ лӑплантӑм: Мускав хушши яланхи пекех.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хуран айӗнчи вут шартлатса ҫунма тытӑнсан тата пулӑ шӑрши тухсан, ачасем самаях пуҫа ҫӗклерӗҫ, унтан тутлӑ уҫӑ апата мӗн пур кӑмӑлтан пикенчӗҫ, пыра пулӑ шӑрпӑкӗ лартасран шикленсе, пӗр шарламасӑр ҫиме тӑрӑшрӗҫ.
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анчах ман пирки вӗсем час-часах кӳлешеҫҫӗ, уҫӑлма тухсан мана иккӗш икӗ енчен ҫакӑнаҫҫӗ, вожатӑй ҫумӗнчи хисеплӗ вырӑна туртса илес текенсене хӑйсен яхӑнне те ямаҫҫӗ, аллисене ман алӑсенчен вӗҫермесӗр, лешсене чавса вӗҫӗпе сирсе пыраҫҫӗ.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анчах тӗплӗнрех вуласа тухсан, чӗрем ҫемҫелчӗ.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ӑна вӑл Чкаловран тухсан ҫул ҫинче панӑ.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӗр кӗтмен хӑрушӑ шухӑшсем пуҫӑма ҫавӑра пуҫларӗҫ, хӑш чухне йӑпӑрт урама тухсан та ҫинчех каялла кӗме васкаттӑм.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Виҫҫӗмӗш сехетчӗ ӗнтӗ, сӗм-тӗттӗм пулмалли вӑхӑтчӗ, анчах эпир «Асторирен» тухсан питӗ ҫутӑччӗ, Гоголь урамӗпе иртнӗ чух юри чарӑнса хаҫат вулама тытӑнтӑм.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Трамвайсем кӗмсӗртеттерсе янратаҫҫӗ, площадь тӗлне тухсан, машинӑсем хӗрлӗ светофор вутне курсан, хӑлхана ҫурас пек кӑшкӑртаҫҫӗ.Трамваи оглушительно звенели, подлетая к площади, ревели перед красным огнём светофора машины,
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чирлӗ ҫын патӗнчен тухсан, вӑл авансцена ҫинче пайтахчен шухӑша кайса тӑчӗ, куракансем унӑн калас сӑмахӗ пирки шухӑшласа тӑччӑр, терӗ ӗнтӗ вӑл.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Алшӑллийӗ тухтӑршӑн тасах туйӑнман курнать, мӗншӗн тесен эпӗ, фельдшерица кухньӑна тухсан, тухтӑр пекех хаяр сасӑпа ҫакӑн пек каланине илтрӗм: — Эсир мӗскер, ырӑ ҫыннӑмсем, мана тупӑка чикесшӗн-и? — терӗ вӑл.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпир чуптурӑмӑр, унтан ҫавӑнтах пӗр-пӗрне ыталаса таҫта тухса утрӑмӑр, алӑкран тухсан вӑл мана тепӗр хут чуптуса илчӗ.Мы поцеловались и сразу же куда-то пошли, обнявшись, и на пороге он поцеловал меня ещё раз.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах та эпӗ, Заполярьене таврӑнсан, парикмахерскипе мунчана кӗрсе тухсан, пуринчен малтан тухтӑр-патне ҫитме васкарӑм.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Мишка, — терӗм эпӗ ӑна, — шкултан тухсан, атя ҫурҫӗре каятпӑр.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫулта, хам больницӑран тухсан, эпӗ ун патне, унпа сывпуллашма кӗрсеттӗм.В двадцать третьем году, когда я выписался из больницы, я зашёл к нему проститься.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тӗрӗссипе каласан, каллех кайӑкла пытанса кайма тӳрӗ килчӗ, ара эпир укҫана «шкултан тухсан валли» тесе усратпӑр-ҫке-ха.между прочим, опять зайцами, потому что мы берегли деньги на «после школы».
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Шкултан вӗренсе тухсан.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӑртак тӑхтасан, вӑл манран: — Шкултан тухсан, малалла ӑҫта каян? Артисткӑна-и? — тесе ыйтрӗ.
18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Телейлӗ пулӑн ҫак чӗр тамӑкран хӑтӑлса тухсан…
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950