Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухсан (тĕпĕ: тух) more information about the word form can be found here.
Ҫав мӗнпур япалана кимӗрен ҫыран ҫине кӑларса хурсан тата кӗсменсене, мачтӑна, парӑспа руле илсе тухсан, эпир баркас тӗпне пысӑк шӑтӑк шӑтартӑмӑр…

Сложив весь этот груз на берегу и захватив с собой весла, мачту, парус и руль, мы пробили в дне баркаса большую дыру.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Халӗ ӗнтӗ, ирӗке тухсан, эпӗ капитана хам мӗн-мӗн курни, мӗнле хӗн-хур тӳсни ҫинчен каласа пама тата унтан хайӗнчен вӑл мӗнле инкеке пула карапсӑр тӑрса юлни ҫинчен ыйтса пӗлме пултаратӑп.

Теперь, на свободе, я мог подробно рассказать капитану обо всех своих приключениях и бедствиях и расспросить его о тех печальных событиях, вследствие которых он потерял свой корабль.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Анчах та эпӗ вӗсен аллине пӑшал парсан, вӗсем тав тӑвас вырӑнне ҫав пӑшалпа хама хирӗҫ тухсан тата, хӑйсем манран вӑйлӑрах пулнипе, манӑн ирӗке пӗтерсен, — манӑн хам тунӑ ырӑ ӗҫсемшӗн ӳкӗнме ҫеҫ тивӗ.

Но, разумеется, если я вложу им в руки оружие, а они в благодарность за мою доброту обратят это оружие против меня же, если, пользуясь тем, что они сильнее меня, они отнимут у меня мою свободу, — тогда они заставят меня пожалеть, что я сделал им столько добра.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ӑна малтанах авӑрланӑччӗ, анчах эпӗ пемерӗм, мӗншӗн тесен чи йывӑр самант килсе тухсан пеме кирлӗ пулӗ, терӗм.

Он был заряжен, но я приберегал свой заряд на случай крайней нужды и потому не стрелял.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кайран хамӑн ӳкӗнмелле ан пултӑр тесен, темле йывӑр килсе тухсан та, манӑн тинӗсе каймаллах».

Чего бы это мне ни стоило, я должен отправиться в море, если не хочу, чтобы меня замучила совесть».

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫапла пӗррехинче, тул ҫутӑлас умӗн кӑвак ҫутӑпа килтен тухсан, эпӗ ҫыран хӗрринче, ҫӗрпӳртрен пӗр икӗ миля инҫерех, вӑйлӑ вут ҫулӑмӗ куртӑм.

И вот как-то раз, выйдя из дому, когда еще не совсем рассвело, я, к своему ужасу, увидел на берегу, милях в двух от моей пещеры, пламя большого костра.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ман пек тумланнӑ ҫын пирӗн Англие ӑҫтан та пулин пырса тухсан, иртен-ҫӳренсем хӑраса тарса пӗтнӗ е касса кайсах кулнӑ пулӗччӗҫ; хам та ҫийӗмри тумтире пӑхаттӑм та: кун пек ҫи-пуҫпа тата хамӑн хальхи килйышӑмпа тӑван йоркшир тӑрӑх эпӗ ытла та чаплӑ уткаласа ҫӳрӗттӗм, тесе тӳсеймесӗр кулаттӑм.

Если бы у нас в Англии появился человек в такой одежде, какая была на мне в ту пору, все прохожие, я уверен, разбежались бы в испуге или покатились бы со смеху; да зачастую я и сам, глядя на себя, невольно улыбался, представляя себе, как я шествую по родному Йоркширу с такой свитой и в таком облачении.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӑл ҫӗр ҫине ҫитсе тухсан вара эпӗ, тен, ҫак тыткӑнран ирӗке те тухнӑ пулӑттӑм.

А уж если б я добрался до нее, мне, быть может, удалось бы выбраться из этих мест на свободу.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫырана тухсан, эпӗ хӗвелтухӑҫнелле ҫаврӑнса пӗр вуникӗ миля чухлӗ кайрӑм.

Выйдя на берег, я повернул к востоку и прошел по прибрежью около двенадцати миль.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫак юханшывран тинӗсе ишсе тухсан, эпир кайран та, ӗҫме юрӑхлӑ шыв тупас тесе, темиҫе хутчен; ҫыран хӗррине чарӑнтӑмӑр.

После того как мы вышли из устья речки, мне еще несколько раз во время нашего дальнейшего плавания приходилось причаливать к берегу за пресной водой.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ кимӗ хӳринче руль тытса пытӑм, шлюпка уҫӑ тинӗсе виҫӗ миля чухлӗ тухсан, каллех пулӑ тытма хатӗрленнӗ пек пулса, дрейфа выртрӑм.

Я же сидел за рулем, на корме, и, когда судно отошло мили на три в открытое море, я лег в дрейф — как бы для того, чтобы снова приступить к рыбной ловле.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Нуша сиксе тухсан, ӑна йӑпатма юлташ та тупӑнмӗ.

И, если с ним случится беда, у него не найдется друга, который мог бы утешить его.

Пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпир картишӗнчен тухсан, урамра никам та ҫукчӗ….

Когда мы выехали со двора, на улице ни одного человека не было…

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Уйӑх тухсан вара тавралӑх шуранка тӗттӗммӗн курӑнма тытӑнать.

А когда восходит луна, ночь становится бледной и томной.

IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Урам варрине чупса тухсан хӑй хыҫҫӑн пӗр ушкӑн ҫеҫ мар иккен, тепӗр ушкӑн та чупнине асӑрханӑ: ун ҫулне пӳлсе тата вунӑ ҫынна яхӑн чупнӑ.

Добежав до площади, он увидел, что за ним охотится уже не один, а два отряда карателей; наперерез ему бежало человек десять.

XII. Пӗр пӑлханман хула историйӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мӑнастир патӗнчи уҫланка тухсан, Марийка чарӑнса тӑчӗ, сывлӑш ҫавӑрса илчӗ, енчен енне сыхланса пӑхкаларӗ, хӑйне никам та асӑрхаса тӑманнине сиссен каллех хӑй ҫулӗпе чупрӗ.

Выйдя на полянку перед монастырем, Марийка остановилась, перевела дух и беспокойно оглянулась крутом, но, убедившись, что никто ее не видал, снова побежала по дороге.

VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пытаракан ушкӑн урам варрине тухсан, тупӑкне каллех ҫӗре лартрӗҫ, кӗл тума тытӑнчӗҫ, Кандов ҫавӑнта урам варринчех юпа пек хытса тӑчӗ.

Когда процессия достигла площади, на которой торчал Кандов, гроб поставили на землю, чтобы снова прочитать молитву.

XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Калчо Букче патӗнчен тухсан, Марко, мӗн илтсе мӗн курнине асра тытса, тарӑн шухӑша кайса утрӗ.

Марко шел в глубоком раздумье, весь под впечатлением того, что он видел и слышал в пушечной мастерской Калчо Букче.

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Енчен пур ҫӗрте те пушар сиксе тухсан, вара ӗҫ те тепӗр майлӑ пулса тӑрӗччӗ, тесе шутла пуҫларӗ Марко.

«Если пожар начнется повсеместно, — думал Марко, — тогда другое дело.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сирӗн вара хулари хӗрсем урӑхла-ҫке, вӗсем качча тухсан туларах параҫҫӗ…

А ваши девушки, городские, те, наоборот, после замужества толстеют…

ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed