Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухсан (тĕпĕ: тух) more information about the word form can be found here.
Калаҫмалли пур, — терӗ Евгений, крыльца ҫине тухсан.

На крыльце он сказал ей: — Поговорить надо.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лазаретра выртса тухсан, Евгений Николаевич ун патне кайрӗ.

Выписавшись из лазарета, Евгений Николаевич пришел к ней.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗр каҫхине ҫапла, хула садӗнчен килме тухсан, вӗсем иккӗшӗ пӗрле утса пычӗҫ (Горчакова палланӑ офицерсем хапха патӗнче чарса юлнӑччӗ).

Как-то, возвращаясь вечером из городского сада, они шли вдвоем (Горчакова остановили у выхода знакомые офицеры Марковского полка).

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Крыльца ҫине тухсан, вӑл, Мишкӑн хӗвел ҫинче ҫӳресе халтан кайнӑ кӗсри ҫине куҫӗпе кӑтартса, ыйтса пӗлчӗ:

На крыльце спросил, указывая глазами на сомлевшую под солнцем Мишкину кобыленку:

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫӳллӗ, ҫулне кура мар йӑрӑс пӳллӗ, хитре сӑнлӑ генерал мундирпа, кӑкӑр тулли хӗрес-медальпе, эполетсемпе, генерал иккенне пӗлтерекен ытти эрешлӗ паллӑсемпе сцена ҫине парадри пек маттуррӑн утса тухсан вара пӗтӗм зал алӑ ҫупнӑ, урӑм-сурӑм ҫухӑрашнӑ сасӑсем айне пулать.

А когда на сцену по-парадному молодецки вышагал высокий, стройный, несмотря на годы, красавец генерал, в мундире, с густым засевом крестов и медалей, с эполетами и прочими знаками генеральского отличия, — зал покрылся рябью хлопков, ревом.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӑрт тӳпине тухсан, Петро перчеткине тӑхӑнчӗ те, тулӑ улӑмӗ тӗслӗ мӑйӑхне пӗтӗрсе, утне сасартӑк аяккалла парса тытрӗ: лаши вара, урисене хӑвӑрт ылмаштарса пусса, пачах хӑяккӑн утса кайрӗ.

На бугре Петро надел перчатки, расправил пшеничные усы и, поворачивая коня так, что он, часто переступая, пошел боком.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Коридора тухсан, ӑна Анна хӑваласа ҫитрӗ.

В коридоре его догнала Анна.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Урама тухсан, Анна Бунчук куҫӗнчен тӳррӗн те ӑшшӑн пӑхса илчӗ, эрленсе алӑ сулчӗ.

На улице Анна прямо и мягко глянула в глаза Бунчуку, досадливо помахала рукой.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сергей ӑна машинӑра выртакан брезент татӑкӗпе витсе, хӑйпе юнашар лартсан, Ванюша пӗр ҫаврашка ҫаврӑнса ҫул ҫине тухсан, витӗрех йӗпеннӗ Ирина каларӗ:

А когда Сергей прикрыл ее лежавшим в машине лоскутком брезента и усадил рядом с собой, а Ванюша, сделав круг, выезжал на дорогу, Ирина, вся уже мокрая, сказала:

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тӗп магистраль, Тӗве-ту тавра ҫаврӑнса, уҫӑ ҫӗре тухсан, тӳп-тӳрӗ кайрӗ.

Обогнув Верблюд-гору, главная магистраль вырвалась на простор и побежала напрямик по полю.

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Куртӑн-и, Ҫемен, — терӗ Анфиса, ҫул ҫине тухсан, — епле ҫивӗч чӗлхеллӗ те ытла ӑслӑ арӑм тупрӗ Сергей.

— Видишь, Семен, — заговорила Анфиса, когда они вышли на дорогу, — какую языкастую да сильно умную жену подобрал себе Сергей.

XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӗвел тухсан, ҫӗр ӗҫӗсем пуҫланчӗҫ, ку нихҫан курман ӗҫ пулнӑ, ҫавӑнпа урама пӗтӗм станица пухӑнчӗ — хӑшӗ шӑтӑк чавма, хӑшӗ юпасем салатса ҫӳреме пынӑ, хӑшӗ ахалех — пӑхма кӑна.

С восходом солнца начались земляные работы, и это было такое значительное событие, что на площадь сошлись почти все жители станицы — кто рыть ямки, кто развозить столбы, а кто просто посмотреть.

XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ирхине ирех, пӗр самантлӑх правление кӗрсе тухсан, Стефан Петрович каллех хире тухса кайрӗ.

Ранним утром, на минуту заглянув в правление, Стефан Петрович снова отправился в поле.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Станицӑран тухсан, Тӗве-ту патӗнчен ҫул текех сулахаялла пӑрӑннӑ.

За станицей, если ехать от Верблюд-горы, дорога уходила все левее и левее.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Петро, мӗнле акӑнать? — кӑшкӑрчӗ Сергей, сеялка сӑнчӑрӗсемпе чӑнкӑртатса ҫул хӗрне тухсан.

— Петро, как оно сеется? — крикнул Сергей, когда сеялка, позвякивая цепочками, подошла к дороге.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ну, питӗ аван! — терӗ Виктор, вӗсем станицӑран тухсан.

— Ну вот и прекрасно! — сказал Виктор, когда они уже выехали за станицу.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Усть-Невинскинчен тухсан, Сергей тем ҫинчен шухӑшларӗ: Рубцов-Емницкий электрооборудовани хӑвӑртрах илсе килсен питӗ аванччӗ, хӗллех лини карма пулӗччӗ, гидростанци ҫийӗ хӗвелпе ҫиҫсе тӑнине аса илме кӑмӑллӑ пулнӑ, машинӑсене вырӑнӗсене лартасси те аван пыни ҫинчен шухӑшлама аван; электриксем те аван вӗренеҫҫӗ, каналӗ те, Ҫемен каланӑ тӑрӑх, февраль уйӑхӗнче хатӗр пулать, тем ҫинчен аса илсен те, — Ирина шухӑшӗ ниепле те пуҫран тухман, ҫавӑнпа чӗринче йывӑр пулнӑ…

Выехав из Усть-Невинской, Сергей как ни старался думать о том, как бы хорошо было, если бы Рубцов-Емницкий поскорее отгрузил электрооборудование, чтобы уже зимой начать сооружать линию; как ни приятно было сознавать, что и крыша гидростанции блестит на солнце, и установка машин идет успешно, и учение электриков налажено, и канал, как заверил Семен, будет готов в феврале, — а мысли об Ирине не покидали его, и на сердце было тяжко…

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Машинӑран тухсан, вӑл палланӑ Ирина пӳлӗмӗн чӳречинчен пӑхрӗ те каялла чакрӗ.

Сойдя с машины, он посмотрел в знакомое окно и отшатнулся.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Икӗ ту хушшинчен хӗвел тухсан, сӑртсем вут хыпнӑ пек хӗрелсе кайрӗҫ, айлӑм вырӑнсем ҫав тери йӑмӑх йӑлтӑртатма пуҫларӗҫ — пӑхмалла мар куҫа ыраттарать…

Когда же в седловину двух вершин выкатилось солнце, горы точно воспламенились, а вся низина заискрилась с такой силой, что стало больно смотреть…

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Станицӑран тухсан, ҫуна хыҫҫӑн ҫуна ҫеҫенхир тӑрӑх тӑсӑлчӗҫ.

Выбравшись за станицу, вереница саней потянулась в степь.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed