Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куна (тĕпĕ: кун) more information about the word form can be found here.
Куна вӑл хӑйне евӗр хакларӗ, Коробин председателе мӗн пур халӑх умӗнче пӗтӗмпех тӳрре кӑларасшӑн тата пӗр вӑхӑтрах хӑйӗн сӗнӗвне ҫирӗплетсе хӑварасшӑн иккен.

И расценил это событие по-своему — Коробин хотел окончательно обелить председателя в глазах всех и заодно утвердить и отстоять правильность своей рекомендации.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Корней пӗр самантрах хӑй станцинчен Черемшанкӑна пӗрремӗш трактор илсе килнӗ нихҫан манӑҫми куна аса илчӗ.

Будто озаренный мгновенной и яркой вспышкой огня, увидел Корней тот незабвенный день, когда он привел в Черемшанку со станции первый трактор.

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах эпӗ ун вырӑнӗнче сирӗнтен мӗн те пулин иличчен малтан ыйтнӑ пулӑттӑм: саккунпа, йӗркеллех тунӑ-и куна е вӑрланине паратӑр-и, тейӗттӗм.

Но все ж я бы на его месте, прежде чем что-нибудь брать от вас, спросил наперед: а по закону ли все оформили или, может, на самом деле ворованное сбываете?

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Куна кам, правлени йышӑнчӗ-и сысна ҫури пама? — каллех илтӗнчӗ Дымшаковӑн хытӑ сасси.

— Это что ж, правление, что ли, решило выделить поросят? — опять подал свой зычный голос Дымшаков.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл Корнея ытамласа, упа пек хытӑ тытса чӑмӑртарӗ, виҫӗ хут чуп турӗ — куна вара Корней пачах та кӗтменччӗ, пур енчен те курӑнать, кӗрӳшӗ вӑл таврӑннишӗн чунтанах савӑнать пулмалла.

Он по-медвежьи сжал Корнея в объятиях и, чего уж тот совсем не ждал, троекратно расцеловал — по всему было видать, зять искренне рад его возвращению.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӗлтӗмӗр, картса хӑварар-ха куна астума!..

Ясно, так и завяжем узелок на память!..

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Черемшанкӑра вара куна тепӗр икӗ ҫултанах тума пулать…

А в Черемшанке такое возможно уже через год-два…

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Малтанлӑха, куна патшалӑха хӑй ҫине иличчен, сана колхозӑн пенси памалла.

На первый случай, пока государство не возьмет это на себя, пенсией тебя должен обеспечить колхоз.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Анчах пурне те пӗр харӑс мар ӗнтӗ, вӑхӑчӗ ҫитсен куна та тӑватпӑр.

— Но не все сразу, дай срок — и это осилим.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Куна сирӗн аслаҫу та ӑнланать.

Ваш дедушка и то это понимает.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ну, шухӑш-кӑмӑлсем мӗнлерех сирӗн? — ыйтрӗ Мажаров, анчах Ксени куна хӑйӗнчен ыйтнине тӳрех ӑнланса та илеймерӗ.

— Ну, а как ваше настроение? — Ксения не сразу поняла, что Мажаров обращается к ней.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ҫук, куна эпӗ ахаль ҫеҫ… —

— Да нет, это я так… —

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени хӑйне бюрона чӗнсе, пурне те лайӑх тӗпчесе пӗлессе кашни кун кӗтет — вара тӗрӗслӗх ҫиеле тухатех, куна Ксени нимӗн иккӗленмесӗр шанса тӑрать.

Каждый день Ксения ждала, что ее вызовут на бюро и разберутся во всем, и тогда — она была непоколебимо уверена в этом — справедливость восторжествует.

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Куна эпӗ нихҫан та манмастӑп, Иннокентий! — терӗ вӑл хуллен.

— Я тебе итого никогда но забуду, Иннокентий! — тихо сказала она.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Бахолдин юлашки вӑхӑтра «Хӗрлӗ маяк» председателӗнче кӑлтӑксем куратчӗ, куна пӗлетӗп эпӗ, анчах эпӗ унпа килӗшместӗп.

Я знаю, что Бахолдин в последнее время критически относился к председателю «Красного маяка», но я с ним не согласен.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Тӗрӗссипе, юлташсем, васкавлӑ бюро пухмаллаччӗ, анчах, шел те, эпир куна тума пултараймастпӑр — Бахолдин чирлӗ, икӗ ҫын килте ҫук, ҫавӑнпа эпир бюро пухмасӑрах пӗр япала ҫинчен калаҫса илӗпӗр.

— Вообще-то, товарищи, надо бы созвать срочное бюро, но мы не можем этого сделать — Бахолдин болен, двое в отъезде, поэтому мы просто в рабочем порядке обменяемся мнениями о том, что случилось.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Пушмак пӑрусен сӗтне ытти ӗнесем ҫине шутланисӗр пуҫне, тата мӗн чухлӗ сӗт ӳстерсе ҫыртӑр, сысна ҫурисем валли тесе мӗн чухлӗ сӗт пӗтернӗ — куна пӗр Шалымов ҫеҫ пӗлет, анчах ӗмӗрне те каламасть!

— Окромя ведь того, что вы с первотелок молоко на других коров зачисляли, сколько молока вы на бумаге надоили, сколько на телят да на поросят списали — один Шалымов знает, да сроду не скажет!..

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Куна ӗнер бюрора мӗншӗн шарламарӗ-ха вӑл?» — пуҫне усса, никам ҫине те пӑхмасӑр, пусӑрӑнчӑклӑн шухӑшларӗ Ксени.

И почему она не сказала этого вчера на бюро?» — опустив голову и ни на кого уже не глядя, подавленно думала Ксения.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Эсир мӗнле тӑваттӑрччӗ-ши куна, курӑттӑмччӗ эпӗ!» — кӑшт ҫеҫ чӗлхи ҫинчен вӗҫерӗнмерӗ Ксенин.

«Хотела бы я посмотреть, как бы это сделали вы!» — чуть не вырвалось у Ксении.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Никам та критикӑна хирӗҫ пымасть — тархасшӑн критикле, анчах куна ӑс-тӑнпа ту, партилӗх картинчен тухса ан кай, партие, парти ӗҫне сиен ан ту.

Никто не возражал против критики, — пожалуйста, критикуй, но делай это разумно, в рамках партийности, не нанося ущерба партии, не вредя делу.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed