Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тыттарчӗ (тĕпĕ: тыттар) more information about the word form can be found here.
Унтан Парамуна пӗр ҫыхӑ вӗт шушкӑ тыттарчӗ, шап-шурӑ кепка тӑхӑнтартрӗ.

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ыран суда каймалла тенӗ чухне Ҫтаппансем патне Касмухха пырса кӗчӗ те, ӳрӗк-сӳрӗккӗн саламланӑ хыҫҫӑн, Микулана ҫирӗм тенкӗ кӑларса тыттарчӗ.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Яла ҫитеспе, Анук астуман чухне, Микула пиншак кӗсйинчен темле япала кӑларса Ваҫлие тыттарчӗ:

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье ӑна яшка-ҫӑкӑр тыткалакан пӳлӗмрен кӑкшӑмпа пыл-сӑра илсе килсе тыттарчӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье пӗр сӑмахсӑрах чӑланӗнчен пилӗк укҫа кайса илчӗ те Маврана тыттарчӗ:

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑлана васкавлӑн кӗрсе тутӑр илсе тухрӗ те Маврана тыттарчӗ.

Help to translate

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Микула шалти кӗсйинчен пилӗк хӗрлӗ хут укҫа кӑларчӗ те ашшӗне тыттарчӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пире пайлисем сӗрекерех! — тепӗр ҫӑрттанне илсе, Макҫӑма тыттарчӗ.

Help to translate

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Михха, енчӗкӗнчен вунӑ тенкӗлӗх хут укҫа кӑларса тыттарчӗ.

Help to translate

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫанӑпа мар, ак ҫакна ҫыртмалла, — тесе, Петӗр Хӗлипе кутамккинче юлнӑ шӑрттан татӑкне тыттарчӗ.

Help to translate

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Завод хуҫин управляющине икӗ пулӑштух эрех тыттарчӗ те: — Хуҫалан. Ӗҫтер, ҫитер. Тепре хӑҫан килетӗр? — терӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш лавсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Озеров хӗрарӑма тепӗр шоколад тыттарчӗ.

Help to translate

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Озеров кил хуҫине шоколад тыттарчӗ.

Help to translate

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку пилӗк ҫӑлтӑрли, пуринчен те асли, — терӗ те вӑл черккесене тултарчӗ, пӗрне кил хуҫине тыттарчӗ.

Help to translate

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Тем килсех ҫӳреми пултӑн-ха, Хветут, пирӗн пата, — тулли черккесене тыттарчӗ вӑл карчӑкӗпе иккӗшне.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗҫӗн кин текенни кӑкӑр ачине пӗр хӗрачана тыттарчӗ те хӑва хулли пек авкаланса, акӑш уттипе шукаласа, купӑсҫӑ умне тухрӗ, чӗкеҫ чӗлхипе такмакласа, ташлама пуҫларӗ:

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вара, кӗсйинчен блокнот кӑларса, тем ҫырма пуҫларӗ, унтан, листине ҫурса илсе, мана тыттарчӗ.

Help to translate

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан, халӑх хӑйне хӑравҫӑ тесе шутласран пулас, аллинчи сӑмавара Киргизова тыттарчӗ те, ҫаннине тавӑрса, Энтрей умне пырса тӑчӗ.

Help to translate

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Микуль, мана вун пилӗк утӑма мар, ҫирӗм утӑма тӑрат, — терӗ вӑл юлташне аллинчен тытса, Микуль, уяв хуҫинчен ыйтмасӑрах, Вовӑна чӳлмеке кутӑн тӑратрӗ, аллине туя тыттарчӗ, ҫирӗм утӑм тусан, ӑна виҫ-тӑватӑ хут хӑй тавра ҫавӑрчӗ.

Help to translate

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Куҫа ҫыхса яр-ха, — терӗ те вӑл Микуле, ӑна Антуна панӑ тутӑра тыттарчӗ.

Help to translate

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed