Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав пуҫламӗш хӑвӑртлӑха кӑтартакан татӑк вӗҫӗнчен абсциссӑсен тӗнӗлӗпе параллельлӗ лини туртсан, ҫав лини кашни ординатӑран хӑвӑртлӑх пӗр-пӗр вӑхӑтра мӗн чухлӗ ӳснине кӑтартакан татӑк татса илет; сӑмахран, пӗрремӗш секунда хушшинче хӑвӑртлӑх мӗн чухлӗ ӳснине Е₁ Д₁ = 1 см/сек татӑк кӑтартать: ҫур секунда хушшинче ӳснине ак ҫак татӑк кӑтартать:
1. Тӳрӗ лини тӑрӑх пулакан движени // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Ординатӑсен тӗнӗлӗ ҫинче 1 см тӑршшӗ ҫула пӗлтерекен ОА татӑк виҫсе хурар; апла вара ОА₁ татӑк 2 см тӑршшӗ ҫула пӗлтерет, ОА₂ татӑк — 4 см тӑршшӗ ҫула т. ыт. те.
1. Тӳрӗ лини тӑрӑх пулакан движени // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Магнит ҫине тимӗр татӑкӗ хурсан, ҫав татӑк тепӗр тимӗр татӑкне туртса илекен пулать.Если положить кусок железа на магнит, то и железо станет притягивать другое железо.
Магнит // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Унӑн ҫулӗ ҫинче пӗрене тӗл пулать-и — пар ӑна кунта, кӗҫех ак вӑл вӑйлӑ шыв юхӑмне кӗрсе ӳксе, кӑвак хӑю пек ҫеҫ вӗлтлетсе юлать; унта авӑ пӗр лавҫӑ шыва кӗрсе пичкене шыв тултарма тӑнӑччӗ, сиссе те ӗлкӗреймерӗ — урапа ҫинче выртакан хӑмасемпе улӑм, ун хыҫҫӑн пичке, ҫавӑн пекех тата урапа тӗпӗнчи хупӑн пӗр татӑкӗ те Кубань тӑрӑх пӗр-пӗрне хӑваласа чупса кайрӗҫ — лавҫӑ вӗсене курса юлма кӑна ӗлкӗрчӗ; унта, ҫырана пырса ҫапнӑ хум, ҫул майӑн тенӗ пек, кимме ярса илсе ҫӳлелле ҫӗклесе ҫавӑрчӗ, ҫилленнипе ӳпӗнтерсе ячӗ те хумсем ҫийӗпе юхтарчӗ; унта шыв хулӑн йывӑҫах, выляса, ҫӗртен тӑпӑлтарса кӑларчӗ; вышкайсӑр пысӑк; симӗс купа хӑйӗн лапсӑркка тураттисене ҫилхе пек кӑнтарса пӗрре шывран тухать, тепре шыв ҫине ӳкет, унтан тымаррисене ҫӗклет, хура вӑрӑм туратсем шыва путнӑ пек шартлаттарсах ҫапаҫҫӗ; унта, ҫав тери хаярланса, кӗперӗн пӗр татӑкне хӑйпӑтса илет, вара ҫав татӑк сулланса та сӑвайне алӑ евӗр ҫӗклесе, вӑйлӑ юхӑм варрипе вӗҫнӗ пек ыткӑнать; унта улӑха тулса ларнӑ утӑ капанне ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрт ҫӗклесе илнӗ, — ҫав тери ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрт ҫӗклесе илнипеле васкама юратман пӗр мулкачӑ тип ҫӗр ҫине сикме те ӗлкӗреймен — капан, енчен енне сулланса, анаталла юха парать, ун тӑрринче, ҫынсене култарма кӑларса лартнӑ пек, мулкачӑ ларса пырать: вӑл хӑйӗн салху куҫӗсемпе йӗри-тавра хӑравҫӑлла та шанчӑксӑррӑн пӑхса пырать, унӑн кӑнтарса тӑракан хӑлхисем вӑхӑт-вӑхӑтпа чӗтре-чӗтре илеҫҫӗ…
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кашни кунах эпир пӗр татӑк математикӑран, пӗр татӑк ҫар наукинчен вӗренетпӗр — артиллери акӑ, тӗрӗс, мана парӑнасшӑнах мар: йӑлт темле кӑмӑла килмен формулӑсем, уйрӑммӑнах баллистикӑра, — унтан пӗрер татӑк уставран илетпӗр.
IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
В точка урлӑ А точкӑри хӑвӑртлӑхпа параллельлӗ ВК₁ лини туртар та ун ҫине АК татӑкпа пӗртан ВК₁ татӑк виҫсе хурар.
IV. Ҫавӑрӑнса куҫни // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Ҫавӑн пекех, ОВ₁ татӑк пассажирӑн палуба тӗлӗшӗнчен илнӗ хӑвӑртлӑхне ав масштабпах графикпа кӑтартса пани пулма пултарать; ОС₁ татӑк вара сложнӑй движенин хӑвӑртлӑхне графикпа кӑтартса пани пулать.
3. Движенисене хушасси // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Ме, ме, юри сана валли илсе тухрӑм, — ҫапла каласа Вова выҫ йытта татӑк хыҫҫӑн татӑк хыптарма тытӑнчӗ.
Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Вара ҫав пуҫтах пуҫ хӑйӗн татӑк хӳрипе (хӳрине унӑнне хӑй кӑмака ҫинче харлаттарса ҫывӑрнӑ чух шӑшисем ҫисе янӑччӗ)… татӑк хӳрипе пӗррех капана ҫапать те тӳрех лаххана чӑмтарать.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Пӗр татӑк ывӑтса парать, тепӗр татӑк.
Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.
— Умра пултӑр, тутӑ пулӑр, апатӑр ан иксӗлтӗр, пӗр татӑкран пин татӑк пултӑр, пинрен тата пин, тата пин пултӑр…
Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Степан тӑрать те, турӑш кӗтессинелле туртӑнать; унта, виҫӗ кӗтеслӗ сентре ҫинче — краҫҫин тултарнӑ пушӑ бутылка, тата кӗленчесӗр лампа тӑраҫҫӗ; хуралса ларнӑ пӗчӗк турӑш хыҫӗнчен хаҫат татки туртса кӑларать те, ӑна куҫӗпе виҫсе пӑхса, пӗр ансӑр татӑк ҫурса илет, унтан хут татӑкӗ ҫине енчӗкӗнчен табак тӗпренчӗксем юхтарать, ӑна ҫавӑрса туртса ярать, вара, чыхӑнса ӳсӗрме пуҫлать те, Агриппинӑран: — Мӗн ҫӑмӑлпа килтӗн-ха? — тесе ыйтать.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Тимӗр банкӑра ҫӑкӑр сӑмси, самаях пысӑк татӑк сыр, темиҫе татӑк сысна сали, пӗр ывӑҫ типӗтнӗ чие тата пӗр купа сухари.
Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ман алла тепле пӗр пысӑк аш татӑкӗ лекрӗ те, эпӗ ӑна вакласа виҫ татӑк турӑм, анчах кун пекки пит сайра пулать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Григорий Васильевич мандат ҫырнӑ татӑкӑн кӗтессине ҫунакан папирос ҫумне тытрӗ; татӑк шурӑ тӗтӗм кӑларса ҫунчӗ, вара хутланса кӗл пулса ӳкрӗ.
III сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Тарасан пысӑкрах татӑк хунӑ чашӑкӗ усса анчӗ, пӗчӗк татӑк хуни — ҫӗкленчӗ.Чашка с большим куском опустилась, чашка с маленьким поднялась.
Йытӑ, кушак тата упӑте ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Вӑл ҫак ҫӑкӑра ҫӗре хунӑ та, малти урипе таптаса хобочӗпе пӗр татӑк хуҫса илнӗ, ҫемҫе татӑкне вара булкӑсем хыҫҫӑн ҫӑварне чикнӗ.
Черетсӗр-мӗнсӗрех // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Пичке ҫине хӑпарса тӑр та татӑк хыҫҫӑн татӑк ҫисе ҫеҫ тӑр.
Чушка-финтифлюшка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Совет ҫарне урлӑ-пирлӗ касса вакласа пин татӑк тусассӑн та ҫав татӑксене кашнинех аслӑ Мускав хӑватлӑ магнит пек хӑй патне туртса илсе пӗр ҫирӗп чӑмӑра пӗрлештернӗ пулӗччӗ.
Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Турӑ ҫиленчӗ пирӗн ҫине, пӗр татӑк хыҫҫӑн тепӗр татӑк тата-тата илет…
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.