Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлмерӗ (тĕпĕ: пӗл) more information about the word form can be found here.
Ҫӑвӗпе тиха вырӑнӗнче хӳре тӑратса ҫӳрерӗ, тӑлӑ мӗн иккенне пӗлмерӗ, тыттармарӗ те, тӑллаттармарӗ те.

Help to translate

IV // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Пӗлменнине пӗлтерчӗ, Курманнине кӑтартрӗ, Ҫӗнӗ юрӑ ҫуратрӗ; Антун юрра шӑратрӗ; Хура халӑх итлерӗ; Хурламашкӑн пӗлмерӗ.

Help to translate

Антун ҫулӗ — ҫутӑ ҫул // Антун Мучи. Тӑван Атӑл. — 1958. — № 3. — С. 93-96

Ҫитсе-ҫитсе ҫӳресен, Лаши ҫуккине пӗлсен, Саркки пӗтнине пӗлсен, Антун ҫапла каларӗ, Ӑна никам курмарӗ, Курмарӗ те илтмерӗ, Ун хуйхине пӗлмерӗ, Пулӑшмашкӑн килмерӗ.

Help to translate

Антун ҫулӗ — ҫутӑ ҫул // Антун Мучи. Тӑван Атӑл. — 1958. — № 3. — С. 93-96

Асанне патне каяп, — урӑх ним те калама пӗлмерӗ вӑл.

Help to translate

Асанне пур-и? // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 251–253 с.

Кукка ним калама пӗлмерӗ пӗр хушӑ.

Help to translate

Асанне пур-и? // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 251–253 с.

Лешӗ, кунашкаллине кӗтменскер, ним тума пӗлмерӗ, пӗрре унталла кускаларӗ, тепре кунталла, шиклӗн ши-ши текелерӗ, шӗвӗр сӑмсине сывлӑшра вылятса илнӗ хыҫҫӑн кӗпе ҫухин хутламне йӑпшӑнчӗ те шӑпӑрт пулчӗ.

Help to translate

«Анне, ан яр мана хулана…» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Уринчен пуҫласа пуҫӗ таранах чуп турӗ, вӗҫне-хӗрне пӗлмерӗ.

Help to translate

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ку лавккара татах та мӗн тумаллине пӗлмерӗ вӑл.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Тарӑхнипе ним тума та пӗлмерӗ унпа.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Унӑн юрату хӑпартланӑвӗ чунӗнче чакма пӗлмерӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Кашни эрнере тенӗ пекех туйсем ирттерчӗҫ, хут купӑс сасси шӑпланма пӗлмерӗ, ун ҫумне шӑхличпе параппан сассисем хутшӑнчӗҫ, урамсенче юрӑсем янӑрарӗҫ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Узие пуҫӗнчен кунӗпех Алюнан чипер сӑнӗ тухма пӗлмерӗ, пӗрмай куҫӗ умӗнче тӑчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Кульпипе мӗн тумаллине, ӑна мӗнле тавӑрмаллине пӗлмерӗ Узин.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Мӗн тумаллине пӗлмерӗ, йӗп ҫинче ларнӑ пек пӑркаланчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Анне ман патран кайма пӗлмерӗ, е куркапа мӗн те пулин сӗнет, е алшӑлли тыттарать.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Пӗррехинче Кирей килне таврӑнса сумккине лартма ӗлкӗреймерӗ, ун ҫине Илепи сиксе ӳкрӗ, тӗрлӗ усал та намӑс сӑмахсемпе калаҫма пуҫларӗ, вӑтанма та пӗлмерӗ, куҫӗсем алчӑраса кайса кӗҫ-вӗҫ сиксе тухасла ялтӑртатрӗҫ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Пӗтӗм кӑмӑлран ташларӗ унта Кирей, ывӑнма пӗлмерӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Амӑшӗ хӗрӗнчен уйрӑлма пӗлмерӗ, пӗр вӗҫӗм ун умӗнче пулчӗ, унӑн куҫӗнчен пӑхрӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кирей машина туяннине пӗлсен, арӑмӗ питӗ савӑнчӗ, унран уйрӑлма пӗлмерӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Малтанах Кирей ҫухалса кайрӗ, ним калама та пӗлмерӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed